Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Октябрӗн 2023, 11:46

Пушкӑртра СВО ветеранӗсене пулӑшма "Пулӑшу поезчӗ" хута янӑ

Консультаци графикне "Защитники Отечества" фондӑн социаллă сечӗсенче сӑнама пулать.

Пушкӑртра СВО ветеранӗсене пулӑшма "Пулӑшу поезчӗ" хута янӑ
Пушкӑртра СВО ветеранӗсене пулӑшма "Пулӑшу поезчӗ" хута янӑ

Ку вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене, вилнӗ боецсен ҫемйисене пур енчен те пулӑшу памалли майсен серийĕ.

"Защитники Отечества" фонд филиал пуҫарнипе Пушкӑртри аякри районсемпе хуласенче пурӑнакансем консультаци пулӑшӑвне илӗҫ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин пӗлтернӗ тӑрӑх, "Пулӑшу поезчӗсем" фондра çынсем юристсен, нотариуссен, банк работникӗсен консультацийӗсене, ҫавӑн пекех медицинӑпа психологи пулӑшӑвне илеҫҫӗ.

Малтанхи консультацисем Кумертауна ҫитнӗ ӗнтӗ. Черетре - Салават районӗ.

Консультаци графикне "Защитники Отечества" фондӑн социаллă сечӗсенче сӑнама пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://t.me/zabelinm
https://mgazeta.com/news/SVO/2023-10-24/v-bashkirii-zapustili-poezd-pomoschi-dlya-podderzhki-veteranov-svo-3491248

 

 

Пушкӑртра СВО ветеранӗсене пулӑшма "Пулӑшу поезчӗ" хута янӑ
Пушкӑртра СВО ветеранӗсене пулӑшма "Пулӑшу поезчӗ" хута янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: