Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
26 Октябрӗн 2023, 12:45

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен професси пур

Ҫар офицерӗн профессийӗ ӗмӗр тӑршшӗпех хисеплӗ те чыслă пулнӑ.

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен професси пур
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен професси пур

Ҫар офицерӗн профессийӗ ӗмӗр тӑршшӗпех хисеплӗ те чыслă пулнӑ. Чыс, тивӗҫлӗх тата паттӑрлӑх — ҫар ҫыннисен паха енĕсем нумай. Уйрӑммӑнах ҫакӑн пек ҫынсем сан ҫывӑхунта е тӑванусем, е пӗлӗшсем пулнине ӑнланса илме кӑмӑллӑ. Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри пирӗн ентеш, ҫар службин ветеранӗ тата ҫар тытăçăвĕсен ветеранӗ Владислав Георгиевич Мульдряков. Ăна РФ Оборона министерствин "Çар службинче палӑрнӑшӑн" медалӗн виҫӗ степенӗпе те наградӑланӑ. Чечня Республикинче конституци йӗркине туса хурас тата Таджикистан республикинче коллективлӑ мирлӗ вӑйсен йышӗнче тытăҫусене хутшӑннӑ.
Владислав Георгиевич Пишпÿлек ял советĕнчи Алексеевка ялĕнче ҫуралса ӳснӗ. 1988 ҫулта Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Шкул хыҫҫӑн Пермьри ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ, унтан 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
— Мӗн ачаранпах мана самолетсем килӗшетчӗҫ, вӗсемпе ҫыхӑннӑ пур япаласем те, ҫавӑн пекех ҫемьере те, шкулта та патриотла воспитани парасси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑратчӗ. - аса илет ветеран. — Вӗренӳ хыҫҫӑн Кӑркӑс ССР союзӗнче ҫар службине пуҫларăм, ун чухне вăл ССР союзӗн йышне кӗнӗ. 30 ҫул РФ ҫарпа сывлӑш вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑтăм, майор ятне тивӗҫлĕ пултăм. Унтан тата икӗ ҫул Липецкра, Иркутскри авиаци завочӗн филиалӗнче, çар самолечĕсене сервиспа пӑхса тӑракан инженерта ӗҫлерĕм. Пӗчӗк тӑван ҫӗршыва эпир ҫемьепе кӑҫал пӗтӗмпех куҫса килтӗмӗр. Халӗ ҫар комиссариатӗнче ӗҫлетӗп, мӑшӑр Вера Алексеевна ҫӗвӗ цехĕнче тăрăшать. Мӑшӑрпа ывӑлпа хӗр ҫитӗнтертĕмĕр. Сӑмах май, кӑҫал эпир ахах туй турӑмӑр, - каласа парать Владислав Георгиевич хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен.
Ҫар службин профессийӗн специфики ҫакӑн пек: палӑртнӑ задачӑсене кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек хӑш вырӑнта та пурнӑҫлама хатӗр пулмалла.
— Ҫар ҫыннин Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенӗн ятне чыслӑн та тивӗҫлӗн илсе ҫӳреме май паракан пахалӑхсем пулмалла: Тӑван çӗршыва, унӑн историне, культурине, халӑха юратмалла, ҫар дисциплини пулмалла, ҫар тивӗҫне парӑнмалла, Тӑван Ҫӗршыва кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр тӑмалла, — палӑртать Владислав Георгиевич ҫар çыннин профессийĕ ҫинчен.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен професси пур
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен професси пур
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: