Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Ноябрӗн 2023, 09:17

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак кун хальхи Раҫҫей патшалӑх уявӗсем хушшинче уйрӑм вырӑн йышӑнать.
Вӑл 1612 ҫулхи пулӑмсемпе – Тӑван çӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пӗрлешнӗ пирӗн мăн асаттесен паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ку вӑл пӗр-пӗрне пулӑшмалли тата пӗрлӗх уявӗ. Раççей нумай нациллӗ пысӑк патшалӑх, унта тӗрлӗ халӑхсем килӗштерсе те туслă пурӑнаҫҫӗ. Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче тӑнӑҫлӑхпа туслӑх хуҫалансан ҫеҫ ҫынсем телейлӗ пулма пултараҫҫӗ.
Пирӗн туслӑх, пирӗн ӗненӳ.
Пирӗнпе яланлӑхах пулать,
Пирӗн вӑй, пирӗн ирӗк.
Нихҫан та пӗтмест!
Хальлӗхе ҫут тӗнчере
Хӗвел пире йӗрле ҫутатать,
Раççей ҫыннисене пурне те сунатпӑр,
Ӗмӗрлӗхех пӗрле пулма!
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 1а тата 1б классенче вĕренекенсем О.В. Сергеевапа Н.Т. Михайлова класс руководителӗсемпе тата А.М. Маликова воспитани парас енӗпе ӗҫлекен директор советникӗпе пӗрле Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ валли открытка тӑвас енӗпе мастер-класс ирттернӗ.
Мероприяти тĕллевĕ - ачасен тӑван ен ҫинчен, эпир пурӑнакан ҫӗршыв ҫинчен калакан курăмĕсене анлӑлатасси, пӗлеслӗхе аталантарасси, Тӑван çӗршыва юратасси, патриотла туйӑмсене воспитани парасси пулнă.
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#НавигаторыДетстваРБ
#Деньнародногоединства
#Бижбулякскийрайон
#МОБУСОШ2Бижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

 

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: