Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Ноябрӗн 2023, 21:18

Владимир Путин: пирӗн вӑй – унчен те, халь те пӗрлӗхре

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлаҫҫӗ.

Владимир Путин: пирӗн вӑй – унчен те, халь те пӗрлӗхре
Владимир Путин: пирӗн вӑй – унчен те, халь те пӗрлӗхре

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлаҫҫӗ.
Ҫак шӑматкун, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, пӗтӗм Раççей Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлӗ. Раҫҫей ҫыннисемшӗн ку пирӗн историе тымарӗпе кӗрсе каякан уйрӑм уяв.
1612 ҫулта çак кун Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе Халӑх ополченийӗ Мускава Польша интервенчӗсенчен хӑтарнӑ.
16 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче çӗршывра Раҫҫей тӑшманӗсем усӑ курнӑ пӑлхав пуҫланнӑ. Шведсем Орешекпе Ивангорода туртса илнӗ, поляксемпе литовецсен ҫарӗсем Смоленска илнӗ те Мускава оккупациленӗ. Ҫапах та кӑткӑс лару-тӑру Раҫҫейри гражданла пӗрлӗхе аталантармалли ҫул-йӗрсенчен пӗри пулса тӑнă. 1611 ҫулта патриотла юхӑм йӗркеленме пуҫланӑ - тӗрлӗ конфессисен, халӑхсен, сословисен представителӗсем Раççее интервентсенчен хӑтарас тесе пӗрлешнӗ, историксем ӑнлантарса параҫҫӗ. 1612 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан халӑх ополчени поляксене Мускавран хӑваласа янӑ.

Ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин пӗтӗм ӗҫ Раҫҫей пӗрлӗхӗнчен килнине палӑртнă: "Пирӗн ҫӗршыв мӗн чухлӗ вӑйлӑрах пулать, эпир хамӑрӑн наци интересӗсене те, хӗвеланӑҫ неоколониаллӑ политикӑна парӑннӑ халӑхсен интересӗсене те ҫавӑн чухлӗ тухӑҫлӑрах хӳтӗлеме пултаратпӑр".
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-02/vladimir-putin-nasha-sila-v-edinstve-i-splochennosti-kak-togda-tak-i-seychas-3503303

 

 

Владимир Путин: пирӗн вӑй – унчен те, халь те пӗрлӗхре
Владимир Путин: пирӗн вӑй – унчен те, халь те пӗрлӗхре
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: