Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Туслӑх монуменчӗ умне чечексем хунӑ, пӗлтерет ПР пуҫлӑхӗн пресс-служби.
Палӑка Пушкăртстан Вырӑс патшалăхĕн йышне ирӗклӗн кӗнӗ 400 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑ. Ӑна 1957 ҫулта хывнӑ, чаплӑ уçни 1965 ҫулта пулса иртнӗ. Вӑл вырӑс тата пушкӑрт халӑхӗсен тӑванла туслӑхне пӗлтерет.
– Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ пирӗн чунсене, пирӗн ӗҫсене ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ. Иртенпех эпир саламсем нумай илетпӗртата хамăр пĕр-пĕрне саламлатпăр. Эпир ҫак ансат мар тапхӑрта ҫынсем пӗрлешнине куратпӑр. Пӗрле эпир яланах вӑйлӑрах, - Радий Хабировăн сăмахĕсене "Республика Башкортостан" хаҫат илсе калать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-04/radiy-habirov-vozlozhil-tsvety-k-monumentu-druzhby-v-ufe-3506702