Куюргазă районӗнчи нумай ачаллӑ хӗрарӑм ансат мар решени йышӑннă – контракт ҫине алӑ пуснă та СВО зонине повар пулса кайнă. Район администраци пуҫлӑхӗ Юлай Ильясов пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм - профессионаллă повар, ҫавӑнпа боецсене тутлӑ апат ҫитересшӗн, ҫапла майпа вӗсен хастарлӑхне ҫӗклесшĕн. Амăшĕ кайнӑ вӑхӑтра ачасем асламӑшӗпе юлаҫҫӗ.
«Пушкăрт хӗрарӑмӗсем яланах сӑпайлӑ, анчах хӑюллӑ пулнӑ», — тет доброволец. Вӑл пирӗн ҫарсене çӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшасса шанать. Доброволец амӑшӗ, паллах, хӗрӗшӗн пӑшӑрханать, анчах вӑл ӑна пулӑшать, ачасене тата вӗсене пӑхса ӳстерме пулӑшма хатӗр. Хӑюллӑ хӗрарӑма зонӑра ӗҫленӗ чухне ӑнӑҫу тата вӑй сунатӑп! Ачасемпе хӑвӑртрах тӗл пулассишӗн, вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлассишӗн Турӑ сыхлатӑр ӑна!» -— ҫырнӑ Юлай Ильясов социаллă сетĕнче.
2023 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа спецоперацие хутшӑнакансен ӗҫ укҫине ӳстернӗ, халӗ вӑл 210 пин тенке яхӑн танлашать. Контракт тӑвас текенсем пӗр справка номерӗпе 177, Ситуационнăй центрăн 122 е (347) 218-19-19 е "Мои документы" МФЦăн ҫывӑхри офисне чӗнсе илме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сирӗн ыйтусем ҫине хуравсене башбат.рф. сайтӗнче тупма пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Юлай Ильясов/vk.com