Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Ноябрӗн 2023, 15:51

Ырӑ йӑла пулса тӑрӗ

Конкурс ӗҫӗсен темисем "Халӑх юмахӗсенче тӗрӗслӗх", "Суд влаҫӗн символӗсем", "Çамрӑклах чысна упра" пулнă.

Ырӑ йӑла пулса тӑрӗ
Ырӑ йӑла пулса тӑрӗ


Воспитанниксенчен алӑпа тунӑ сӑнарлӑ искусствӑпа изделисемпе интересленесси, ачасене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет аталанӑвӗшӗн условисем туса парасси, хӑйӗн ҫӗршывӗшӗн мăнаçланасси - çак тĕллевпе Пушкӑрт Республикинчи Пишпӳлекпе Ермекей районӗсенчи ача-пӑча учрежденийӗсен пайӗсенче кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӳкерчӗкӗсемпе конкурсне йӗркеленӗ. Конкурс ӗҫӗсен темисем "Халӑх юмахӗсенче тӗрӗслӗх", "Суд влаҫӗн символӗсем", "Çамрӑклах чысна упра" пулнă.
Конкурс сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен иртнӗ. Конкурс шайӗнче районти судăн административлӑ пӳлӗмӗн пайне илем кӳрекен 100 яхӑн ӗҫ килнӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, октябрь уйӑхӗнче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кашни ӳсӗмри категорире тата кашни темӑра уйрӑммӑн палӑртнӑ.
Октябрӗн 24-мӗшӗнче суд председателӗ Айгуль Курамшина Пишпÿлекри "Журавушка" тата "Умка" ача сачӗсен воспитанникӗсене хутсемпе парнесем панă. Октябрӗн 26-мӗшӗнче Ермекейри "Солнышко" тата "Сказка" ача сачӗсен воспитанникӗсене грамотӑсемпе парнесем панă.
Айгуль Курамшина ача сачӗсен заведующийӗсене Рамзия Маратовнана ("Журавушка"), Флюра Марсовнана ("Умка"), Ермекейри "Солнышко" ача сачӗн заведующине Динара Адиповнана тата Ермекей район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методистне Алия Саитовнана конкурса йĕркелеме тата ирттерме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Пушкӑртстанри районсен хушшинчи суд председателӗ Айгуль Курамшина конкурс шкулчченхи учрежденийӗсенче вӗренекен ача-пӑчасен пултарулӑх вӑй-хӑватне, пурнӑҫланӑ ӗҫсен пысӑк шайне, уйрӑммӑнах композицисен хӑйне евӗрлӗ пултарулӑх шухӑшне, вӗсене йӗркелемелли ӑсталӑха кӑтартнине палӑртнă, ҫакӑн пек конкурссем ҫулленхи ырӑ йӑла-йӗрке пулса тӑрасса шанать.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Айгуль Курамшина архивӗнчен.

 

Ырӑ йӑла пулса тӑрӗ
Ырӑ йӑла пулса тӑрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: