Туймазăра пурӑнакан Руслан Азангулов кӑмакасем-буржуйкӑсем хатӗрлет, унтан вара хӑйсен ентешӗсене — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене — ӑсатать. Кун ҫинчен Туймазă район администрацийӗн ертӳҫи Айдар Суфияновăн сăмахĕсене тĕпе хурса Пушкӑрт ЦУРĕнче каласа панӑ.
Муниципалитет пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче ҫырнӑ тӑрӑх, кӑмакасене пахалӑхлӑ, хӑрушсӑр тата турттарма меллӗ тӑваҫҫӗ. Боецсем турпас хатӗрлеме пултарччӑр тесе, мастер кашнинех пуртӑ тата шӑрпӑк хурать.
Маларах Пушкӑртран ҫӗрмӗш гуманитари конвойӗ СВО зонине ҫитнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Айдар Суфияновӑн социаллă сетĕнчи страницинчен.