Кун пирки ЦУРти Пушкӑрт Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР ӗҫ тата социаллă хÿтлĕх министрӗ Ленара Иванова пӗлтернӗ.
Докладчик халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли мӗнпур центрсене хальхи кадр центрӗсене туллин ҫӗнетме, унăн ҫурчĕсене тӗпрен тата кулленхи юсав туса ирттерме, фирма стильне ӗҫе кӗртме, ӗҫченсене вӗрентме, интерьера хальхи тата пур категорисенче те, ҫав шутра сывлӑхсӑр граждансемшӗн те, ача-пӑча кӗтесӗ, меллӗ навигаци тата цифра сервисӗсем туса хума май пуррине ӑнлантарса панă.
Министр каланӑ тӑрӑх, республика ӗҫпе тивĕçтерекен мӗнпур центрĕсене комплекслӑ ҫӗнетме тӑкаксем 760 млн тенке яхӑн, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 426 млн ытла тенкӗ, регион бюджетӗнчен 333 млн тенкӗ. Ленара Иванова проекта хутшӑнакан субъектсем хушшинче ку чи пысӑк укҫа пулнине палӑртнă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-13/zatraty-na-kompleksnuyu-modernizatsiyu-vseh-tsentrov-zanyatosti-bashkirii-sostavyat-760-millionov-rubley-3518483