Пушкӑртстанри "Защитники Отечества" фонд пилӗк уйӑх ӗҫленĕ хушшинче спецоперацие хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисен членӗсем тӑхӑр пин ытла хут пулӑшу ыйтнӑ. "Башинформ" агентствăри пресс-конференцире ҫакӑн пек даннӑйсене Гульнур Кульсарина фондăн регионти филиалӗн ертӳҫи пӗлтернӗ.
"Сакӑр пин ытла ыйтӑва эпир татса пама пултартӑмӑр. Ҫапӑҫу ветеранӗ удостоверени илнӗ ыйтусем час-часах пулкалаҫҫӗ. Документсене боецсем пирӗн фонд урлӑ илеҫҫӗ, эпир процеса хӑвӑртлататпӑр, документсене хамӑр йӗркелетпӗр. Ӗҫӗ питӗ пысӑк, психологи те, медицина реабилитацийӗ те. Кашни эрнерех пирӗн районсемпе хуласене министерствӑсемпе ведомствӑсен, юридика тата общество организацийӗсен специалисчӗсемпе "Пулӑшу поезчӗсем" тухса каяҫҫӗ", - палӑртнă Кульсарина.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.
https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-11-15/v-fond-zaschitniki-otechestva-v-bashkirii-postupilo-bolee-9-tysyach-obrascheniy-3522437