Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
17 Ноябрӗн 2023, 09:50

Яланах пулӑшма хатӗр

Ноябрӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫейри полицин участокри уполномоченнӑйӗсен кунне палăртаççĕ.

Яланах пулӑшма хатӗр
Яланах пулӑшма хатӗр

Паллаштарма ирӗк парӑр: участокри аслӑ уполномоченнӑй, полици майорӗ Алексей Георгиевич Иванов.
Ноябрӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫейри полицин участокри уполномоченнӑйӗсен кунне палăртаççĕ.
Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫей МВД уйрӑмӗнче хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлакан темиҫе подразделени. Участокри полици уполномоченнӑйӗсем пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ: граждансенчен килнӗ заявленисене туса хатӗрлес тӗлӗшпе вӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине тӗп ĕç калӑпӑшĕ выртать. Участковăй пулни - ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлни, хӑюлӑх, этемлӗх, йӗркелӗх, тӳрӗлӗх, сисӗмлӗх, граждансен ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗ пӑхни тата яланах пулӑшма хатӗр пулни пулать. Хальхи вӑхӑтра Пишпÿлек районӗнче полицин участокри уполномоченнӑйӗсен ретӗнче тӑхӑр ҫын ӗҫлет. Полици майорӗ, участокри аслӑ уполномоченнӑй Алексей Георгиевич Иванов 14 ҫул тăршшĕ хӑйӗн административлӑ участокне — районти чи пысӑк ял совечӗн территорине — Пишпÿлек ял совечӗн территорине пӗр улшӑнмасӑр пӑхса тӑрать.
Алексей Георгиевич Пишпÿлекре ҫуралса ӳснӗ. Пелепейри машинӑсем тӑвакан техникумран вӗренсе тухнӑ. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ретне ракетӑсен ҫарĕнче служит тунă. Ҫарта тивӗҫлипе служит тунӑ хыҫҫӑн тӳрех Пишпÿлек районӗнчи шалти ӗҫсен уйрӑмне ӗҫе кӗнӗ.
— 1995 ҫулта патрульпе пост службинче ӗҫлеме тытӑнтӑм, унтан кинолог пултӑм. Унтан участокри уполномоченнӑй пулса тӑтӑм. Демски участокĕнче 2003 ҫултан пуҫласа 2009 ҫулччен вăй хутăм. 2009 ҫулта аслӑ участокри уполномоченнӑй пулса Пишпÿлеке службӑна куҫрăм. Татьяна Вячеславовна мăшăрпа виҫӗ ача ҫитӗнтертĕмĕр. Аслӑ ывӑл Уфара программист пулса ӗҫлет, иккӗмӗш ывӑл нумай пулмасть ҫартан таврӑнчĕ, хӗр Уфара вӗренет, — пурнӑҫ ҫинчен каласа парать Алексей Георгиевич.
Алексей Иванов МВДна ашшӗн тĕслĕхĕпе кайма шут тытнӑ.
— Пирӗн пӗтӗм ӗҫ ҫынсемпе ҫыхӑнса тӑрать. Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те чӗнӳсем пулаҫҫӗ. Участокри ӗҫ - чӗнсе илмелли, право пӑснисене тупса палӑртмалли, граждансемпе профилактика тӗлӗшӗнчен калаҫмалли ӗҫ. Участокри тӗп задача — граждансемпе шанчăклӑ хутшӑнусем тӑвасси. Халӑхпа ӗҫлекен ҫын, паллах, ҫынсемпе хутшӑнма пӗлмелле. Чи малтанах полицейскин ҫын пулмалла. Унӑн икӗ енне те итлеме, граждансене хисеплеме пӗлмелле. Ну, паллах, закон шайӗнче ӗҫлес пулать, - тесе палӑртать полици майорӗ.
Уявра Алексей Георгиевич хӑйӗн ӗҫтешӗсене ҫирӗп сывлӑх тата ҫурӑм хыҫӗнче шанчӑклӑ тыл сунать.
— Пирӗн ҫемье - пирӗн шанчӑклӑ тыл. Ҫурӑм хыҫӗнчи тыл манӑнни пек вӑйлӑ пулсан, ӗҫре те, пурнӑҫра та пурте лайӑх пулать.
29 ҫул каялла участковăй ӗҫне пуҫӗпех кӗрсе, Алексей Иванов паянхи кунчченех службӑна мӑнаҫлӑн илсе пырать.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Алексей Ивановăн архивӗнчен.

 

Яланах пулӑшма хатӗр
Яланах пулӑшма хатӗр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: