Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
22 Ноябрӗн 2023, 12:40

Çирĕклĕри ял клубӗнче патриотла сехет иртнĕ

Эпир хăйсен пурнӑҫ хакӗпе мир тума тӑрӑшакан салтаксен вӑйӗпе паттӑрлӑхне ӗненетпӗр.

Çирĕклĕри ял клубӗнче патриотла сехет иртнĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче патриотла сехет иртнĕ

Ноябрӗн 21-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Раççейшӑн! Тӑнӑҫлӑхшӑн! Пирӗннисемшӗн!" СВОна хутшӑнакан Раҫҫей ҫар служащийӗсене пулӑшма патриотла сехет иртнĕ.
Z саспалли малтанхи кунсенченех ятарлă çар операцин символӗ пулса тӑнă, унпа Раҫҫей ҫар техникине палӑртнӑ, вӑл "Çӗнтерӳшӗн" тенине пӗлтерет, V саспалли вара "Тĕрĕслĕх вӑйӗ" тата "Задачӑна пурнӑҫлӑпӑр" тенине пӗлтерет.
Ертсе пыракан пухӑннисене патриотизм, ҫар тивӗҫӗ, Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн тата Тӑван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме ҫӗкленнӗ пирӗн салтаксем службӑра тӑни ҫинчен каласа панă. Ҫӗнӗ тӗрӗслевсем витӗр, тӗтӗмпе ҫапӑҫу ҫулӑмӗ витӗр, каллех Раççей салтакӗсем, хӑйсен халӑхне, Донбасри тӑванӗсемпе йӑмӑкӗсене хупласа, Украинӑри неонацистсене аркатса, хăйсемпе халăха хÿтĕлеççĕ.
Эпир хăйсен пурнӑҫ хакӗпе мир тума тӑрӑшакан салтаксен вӑйӗпе паттӑрлӑхне ӗненетпӗр. Мероприяти пынӑ май "Россия моя", "Держись, Россия", "Солдат" юрӑсем итленĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128

 

 

Çирĕклĕри ял клубӗнче патриотла сехет иртнĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче патриотла сехет иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: