

#владимирпутин
Амӑшлăхпа ачалӑха пулӑшни, ҫавӑн пекех демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатни Раҫҫейри тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать, - пӗлтернӗ Владимир Путин Президент саламлӑ сӑмахĕнче, ӑна Анне кунӗ ячӗпе иртнĕ чаплӑ концертра вуласа панӑ.
"Амӑшлăха тата ачалӑха пулӑшас ыйтусем, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатасси, Раҫҫей ҫемйисен тивӗҫлӗ шайӗпе пахалӑхне тивӗҫтересси — стратегилле тӗп приоритетсен шутӗнче", - палӑртнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫемье вӑл — тӗп никӗс, мӗншӗн тесен шӑпах унта ҫын хӑйне хӑй тата тавракурӑмне, унӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет политикин идеалӗсемпе хаклӑхӗсене аталантарать.
Ултӑ пине яхӑн аннене Кремль керменне "Мать-героиня" концерта чӗннӗ.
Раҫҫейре Анне кунне ноябрӗн юлашки вырсарникунĕнче паллӑ тӑваҫҫӗ, кӑҫал вăл ноябрӗн 26-мӗшне килет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/
https://ria.ru/20231121/putin-1910925926.html