Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Ноябрӗн 2023, 10:54

Ачасем сахалрах çуралаççĕ

Демографи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пирӗн районти ЗАГС пайӗн заведующийӗ Ирина Витальевна Михайлова каласа парать.

Ачасем сахалрах çуралаççĕ
Ачасем сахалрах çуралаççĕ

Демографи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пирӗн районти ЗАГС пайӗн заведующийӗ Ирина Витальевна Михайлова каласа парать.
— Паянхи куна 2023 ҫулта ЗАГС пайӗнче Пишпÿлек районӗнче 78 мӑшӑрланӑва регистрациленӗ. 2022 ҫулта çак тапхӑрта 85 мӑшӑрлану пулнӑ.
Мӑшӑрлану хисепӗ пӗлтӗрхи шайра. Кӑҫал уйрăласси ҫинчен 51 акт ҫырса хунӑ.
Шел пулин те, ачасем çураласси ҫулсерен чакса пырать. Кӑҫалхи январьтен пуҫласа ноябрь уйӑхӗччен 105 пӗчӗк ача: 50 арçын ача тата 55 хӗрача ҫуралнине регистрациленӗ. Хӗрачасем кӑҫал кӑшт нумайрах, иртнӗ икӗ ҫул хушшинче арҫын ачасем ытларах çуралнăччĕ. 2023 ҫулта чи паллӑ ятсем Дарина, Арина, Амина, Ясмина, Арслан, Марк, Рамазан пулса тӑнӑ. Хадиджа, Эллария, Айша, Эрик, Тамир ятсем сайра-хутра ҫеҫ пулкаларӗҫ.
Вилекенсен шучĕ чакрĕ. Ҫак ҫул хушшинче 245 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, пӗлтӗр 266 пулнă.
Пӗтӗмӗшпе илсен, демографи лару-тӑрӑвӗ ҫӗршыври социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗнчен килет.
Неля САБАХОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Ачасем сахалрах çуралаççĕ
Ачасем сахалрах çуралаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: