+22 °С
Ҫумӑр


Пишпÿлек районӗнчи волонтерсем СВО боецӗсем валли 850 маскировка сеткине ҫыхни ҫинчен каласа панӑ. Вӑй-хӑват нумай, анчах материалсем питӗ хаклӑ. Ҫавӑнпа хӑвӑртлӑха ӳстерме май ҫук.
Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Урал Кильсенбаева волонтерсен даннӑйӗсене илме тата уйрӑм материалпа тивӗҫтерме хушнӑ. Промышленноҫ министрне Александр Шельдяева оборона предприятийӗсемпе калаҫса пӑхма, сеткă ҫыхакансене, пир-авӑр юлашкисене пама хушнӑ.