Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общество
2 Декабрӗн 2023, 14:33

Декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх начар çынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Уяв асăнмалăх сӑнӳкерчӗкпе вӗҫленнӗ.

Декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх начар çынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх начар çынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх кăлтăкĕсемлĕ çынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче уйрӑм ачасем валли спортпа йӑпану мероприятийӗсем иртнĕ. Йӑпанмалли-вылямалли программа Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн, "Движение первых" тата "Парус" спорт шкулĕн коллективӗн вăйĕпе хатĕрленĕ. Ачасене администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов тата Пишпÿлек районӗнчи инвалидсен обществин председателӗ Зульфия Пулатова саламланă. Интерактивлӑ вӑйӑсемпе, ташӑсемпе уяв малалла тӑсӑлнă. Район администрацийӗн ҫамрӑксен политикипе спорт секторӗн специалисчӗсем ачасем валли спорт эстафети хатӗрленӗ. Ачасем виҫӗ командӑна пайланса хӑвӑртлăхпа та ҫаврӑнӑҫулӑхпа ӑмӑртнă. Эстафетӑсем "Орел" командӑн ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленнӗ. Ачасем пурте тĕп библиотекӑран "Сире ырлăх тата савӑнӑҫ парнелетпĕр" акци шайӗнче медальсем, асӑнмалӑх призсем тата канцеляри хатӗрӗсем илнĕ.
Уяв асăнмалăх сӑнӳкерчӗкпе вӗҫленнӗ.
Ачасене кӗтекен ашшӗ-амӑшӗсем валли районти социаллӑ службӑсен представителӗсемпе "Ҫавра сӗтел" йӗркеленӗ, унта ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравсем илме пултарнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх начар çынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх начар çынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: