Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
2 Декабрӗн 2023, 09:38

Путинпа тӳрӗ лини валли граждансенчен ыйтусем йышӑнма пуҫланнă

#владимирпутин

Путинпа тӳрӗ лини валли граждансенчен ыйтусем йышӑнма пуҫланнăПутинпа тӳрӗ лини валли граждансенчен ыйтусем йышӑнма пуҫланнă
Путинпа тӳрӗ лини валли граждансенчен ыйтусем йышӑнма пуҫланнă


#владимирпутин
РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӳрӗ лини тата пысӑк пресс-конференци валли Раҫҫей çыннисен ыйтăвĕсене йышӑнма эрнекун, декабрӗн 1-мӗшӗнче, пуҫланă. Ҫыхӑну мелӗсемпе "Москва-Путину.Ру" сайтра паллашма пулать.
Пӗрлешӳллӗ пысӑк мероприяти декабрӗн 14-мӗшӗнче пулать.

Ыйтусене 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравласа е 04040 номерлӗ SMS ярса пама юрать. Кунсӑр пуҫне кӑҫал смартфонсем валли приложени тупма пулать.
Call-центрта граждансене шӑнкӑравламалли центрта волонтерсемпе пӗрле "Общероссийский народный фронт" сотрудникӗсем те йышӑнӗҫ. Студире чылай ыйтӑва каярахпа ертсе пыракансем калаҫҫӗ, хӑшпӗрисене Раҫҫейри пысӑк хуласенчен видеоçыхăнупа кӗртнӗ май параҫҫӗ.
Раҫҫей лидерӗпе тӳрӗ лини чи хӑватлӑ социологи ыйтӑвӗ пулса тӑрать, вӑл граждансене хӑйсен позицине ҫӗршыва ертсе пыракан патне ҫитерме май парать. Президент граждансен ыйтӑвӗсене, çăхавĕсене итлет те яваплӑ ҫынсене ыйтусене пăхса тухма хушать.
https://iz.ru/1613854/2023-12-01/nachalsia-priem-voprosov-ot-grazhdan-dlia-priamoi-linii-s-putinym

 

 

Путинпа тӳрӗ лини валли граждансенчен ыйтусем йышӑнма пуҫланнă
Путинпа тӳрӗ лини валли граждансенчен ыйтусем йышӑнма пуҫланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас