Çутă çул
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Декабрӗн 2023, 11:17

Геройсем вилмеҫҫӗ!

Пишпÿлек районӗнче СВОна хутшăнакана Вадим Ильмурзина юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Геройсем вилмеҫҫӗ!
Геройсем вилмеҫҫӗ!

Пишпÿлек районӗнче СВОна хутшăнакана Вадим Ильмурзина юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче çар задачисене пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуçне хунă контракт службин рядовойӗпе Вадим Николаевич Ильмурзинпа сывпуллашнӑ чухнехи траурлӑ церемони унӑн тӑван Кунаккăл ялӗнче  иртнӗ. Тӑванӗсемшĕн, ҫывӑх ҫыннисемпшĕн ҫав тери пысӑк ҫухату çакă, геройпа сывпуллашма ватти те, вĕтти те килнӗ. Чечексем ӑшне путнă Вадим сӑнӳкерчӗкӗ ҫинчен пӑхса йӑл кулать. Хурлӑхлӑ кӗвӗ ҫеммипе никам та куҫҫульне чараймарӗ, чӗрене чӑтма ҫук ыраттарать. Ҫывӑх ҫын ҫухатӑвне ҫемҫетме пултаракан сӑмахсем тупаймӑн. Ҫамрӑк каччӑ вилни ҫинчен калама йывӑр, вӑл пирӗншӗн пуриншӗн те пысӑк ҫухату.

Вадим 1990 ҫулта Кунаккăл ялӗнче ҫуралнӑ, кунтах вырӑнти шкултан вӗренсе тухнӑ. 2009 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Пишпÿлек районӗнчи призыв комиссийĕ РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен ретне чӗнсе илнӗ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ ҫын пулнӑ, чыспа ҫар тивӗҫӗ ыйтӑвӗсем ҫине чун-чӗререн пӑхнӑ, хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ. Хамӑр ҫӗршыв патриочӗ пулнӑ май, Вадим Николаевич Тӑван çӗршыва фашистсен ирсӗрлӗхӗнчен хӳтӗлесси ҫинчен хӑй ирӗкӗпе решени йышӑннă. Шел пулин те, ку хирӗҫтӑрура çухатусăр пулмасть. Вадим Николаевич Ильмурзин салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ноябрӗн 12-мӗшӗнче, çар заданине пурнӑҫласа, ҫар присягине вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп тытса пуçне хунă. Тӑрӑшуллă ывӑл, юратнӑ пичче, упӑшка, атте вилнĕ...

Вадим Николаевича РФ Оборона министерствин приказӗпе Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн указӗпе Вадим Ильмурзин рядовоя Шаймуратов генерал орденӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑхпа çирĕплĕх кӑтартнӑшӑн наградӑланӑ.

Вадим Николаевич Ильмурзин – хӑйӗн ҫӗршывне, пирӗн мирлӗ тӳпене чунтан хӳтӗлекен патриот. Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр санăн, салтак. Геройсем вилмеҫҫӗ! Сан ҫинчен астăвăм ӗмӗр-ӗмӗр чĕресенче упранĕ!

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

 

 

 

 

Геройсем вилмеҫҫӗ!
Геройсем вилмеҫҫӗ!
Геройсем вилмеҫҫӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: