Кашни ҫул декабрӗн 3-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери инвалидсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - сывлăх начар ҫынсен ыйтӑвӗсене общественноçа явӑҫтарасси тата тимлеттересси. Тӗнчери халӑхӑн 15 проценчӗ асӑннӑ категорие кӗрет. Вӗсем пурте кашни кун общество пурнӑҫне пӗр тан хутшӑнман ÿт-пÿ тата хӑйсене мӗнле тыткаламалли чăрмавсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче правительство ҫак ҫынсен пурнӑҫне мӗнле те пулин ҫӑмӑллатас тесе сахал мар тăвать.
Ситекри ял библиотекинче тӗрлӗ ҫулсенчи тата ушкӑнсенчи вулакансемпе уйрӑм ӗҫлеҫҫӗ, анчах вулакан - пенсионерсемпе сывлăх начар ҫынсем ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле чир-чӗрлӗ инвалидсем, библиотекӑна хӑйсем тӗллӗн ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем кӗнекесене хаваслансах вулаҫҫӗ, мероприятисене ҫӳреҫҫӗ. Библиотекарь библиотекӑна хӑй килме пултарайманнисене вара - инвалидсене - килĕсене кайса курать. Çак кун ял клубĕн ĕçченĕсем тата "Çăлкуç юрри" фольклор ушкӑнне хутшăнакансем пӗрле "Кӗнеке вулакан – инвалида" акци йӗркеленӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче кашни инвалида чун-чӗререн юрӑсем юрласа панă, ҫакӑншӑн вӗсем питӗ савӑннă. Ҫавӑн пек килсе курнин тӗллевӗ — пӗччен ҫынна хӑй ӑшӗнче хупӑнса ларма памасси, ӑна ҫынсен интересӗсемпе контакчӗсене анлӑлатма, литературӑна, унӑн кӑмӑлӗсене шута илсе, сӗнесси. Халĕ библиотека ыркăмăллăх, хӗрхенӳ, ҫынна юратни ҫинчен аса илтерекен мӑлатук пулса тӑрать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409