Минигали Шаймуратов ячӗллĕ батальонри «Аксакал» позывнойлă доброволецӗ 2022 ҫулхи ҫулла СВОна контрактник пулса тухса кайнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 50 ҫул тултарнă. Юбилейне вӑл çарти юлташӗсен ушкӑнӗнче уявланӑ. Сӗтел вырӑнне колбаса, тушенка тата сгущенкăран бутерброд, чей ĕçме канфетпа печени лартса тултарнӑ хĕçпăшал ещĕкĕсем лартнă. Шашлык та "йĕркелеме" май килнӗ.
Боец каланӑ тӑрӑх, ку ҫуралнӑ кун чи лайӑххи пулнӑ. Юнашарах зениткӑсем пенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ пулин те, вӗсем чун-чӗререн пӑшӑлтатса юрӑсем юрланă, калаҫнă. Юлташĕсем кучченеҫсем те - фляжкӑсем, сувенирсем - хатӗрленĕ. Ку парнесенчен хакли те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсене уншӑн хӑйсен пурнӑҫне шеллеменнисем парнеленӗ.
«Аксакал» — шаймуратовецсен ӑрăвĕнчен. Аслашшӗ Минигали Шаймуратов ертсе пынă 112-мӗш кавалери дивизийӗнче çапăçнă. Днепр урлӑ каҫнӑ чухне ҫапӑҫусемшӗн Совет Союзӗн Геройĕ награда пама тӑратма тивĕç пулнă. Унӑн мӑнукӗ те килте ларман, доброволецсен батальонӗ йӗркеленнине пӗлсенех контракта алӑ пуснӑ.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
bashinform.ru информаципе.
https://mgazeta.com/news/SVO/2023-12-05/kontraktnik-iz-bashkirii-otmetil-svoy-yubiley-na-svo-3552677