Çутă çул
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
6 Декабрӗн 2023, 12:56

"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ

Пишпÿлекри 3-мĕш шкулӑн 9 «а» класӗнче "Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ, ăна декабрӗн 9-мӗшӗнче паллӑ тăваççĕ.

"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ

Пишпÿлекри 3-мĕш шкулӑн 9 «а» класӗнче "Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ, ăна декабрӗн 9-мӗшӗнче паллӑ тăваççĕ. Ҫак кун Совет Союзӗн Геройӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене, Святой Георгий орденӗпе Мухтав орденӗн кавалерӗсене чыслаҫҫӗ. Класс сехетне районти тӗп библиотекӑн массӑллӑ секторӗн заведующийӗ Людмила Шафиковна Чернова тата Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн директорӗ Роза Гамзатовна Иванова хатӗрленӗ историпе патриотла урок формипе ирттернĕ. Вӗсем ҫак астăвăм кунĕ мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа панă. Пирӗн район Аслă Отечественнăй вăрçă геройӗсем ҫинчен, пирӗн ҫӗршывӑн хальхи историйӗн геройла страницисем ҫинчен аса илтернĕ. Чуна пырса тивекен тата вӗрентекен урокшӑн питӗ пысӑк тав тӑваççĕ. Мероприятие пӗр минут хушши шăп тăрса вĕçленĕ. Пирӗн хамӑрӑн геройсемпе вӗсен паттӑрлӑхне асра тытмалла.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/maukbmo

 

"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: