Раҫҫейри Тӑван çӗршыв геройӗсен кунӗ умӗн Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 3б класра ( класс ертӳҫи А.Р. Фаридунова) "Раҫҫей Геройӗсем" патриотла сехет иртнӗ. Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин библиотекарĕ вӗренекенсене уяв историйӗпе паллаштарнă, пирӗн вӑхӑтри геройсем ҫинчен каласа панă. Паттӑрлӑх, чӑтӑмлӑх, çирĕплĕх – Тӑван çӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхӗпе канлӗхне сыхласа хӑварма май паракан енсем. Пурте хӑйсен пурнӑҫне Тӑван çӗршыва ҫӑлакан геройсемпе танлаштарсан, пирӗн ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхра пулӗ.
Малалла ачасем творчество заданине пурнӑҫланă – " Тӑван çӗршыв геройӗсен кунӗ тӗлне открытка" хутран поделкă тунă.
Мероприяти вӗҫӗнче Раҫҫей геройӗсен паттӑрла ӗҫӗсем вӗсен ӑрӑвӗсене аса илтермелле, хӑйсен Тӑван çӗршывӗн чысӗпе мухтавӗшӗн, хӑйсен ачисен, арӑмӗсен, ваттисен пурнӑҫӗпе этем тивӗҫлӗхӗшӗн ҫапӑҫнӑ ҫын кӑна хальхи тата пулас ӑрусен ӗмӗрлӗх астăвăмне илме тивӗҫлӗ. Ҫак ҫынсен ячӗсене кашнин пӗлмелле, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсене асра тытмалла, вуламалла.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221