Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Декабрӗн 2023, 11:39

Пишпÿлек районӗнчи волонтерсен чӗнӗвне республикӑри предпринимательсем хурав панӑ

Ку регион Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӳрӗ лини кӑтартӑвӗсенчен пӗри

Пишпÿлек районӗнчи волонтерсен чӗнӗвне республикӑри предпринимательсем хурав панӑ
Пишпÿлек районӗнчи волонтерсен чӗнӗвне республикӑри предпринимательсем хурав панӑ

Предпринимательсем волонтерсене маскировка сеткисем тума материалсем тӑратнă. Ку регион Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӳрӗ лини кӑтартӑвӗсенчен пӗри. Вӑл ноябрӗн 29-мӗшӗнче 2023 ҫул иртнӗ.

Материалсем ҫитменни ҫинчен Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем тӳрӗ лини пынӑ чухне каласа панӑ. Вӗсем маскировка сеткисем тума районта 30 пункта яхӑн пулни ҫинчен пӗлтернĕ. Час-часах вӗсен ӗҫӗ материал ҫуккипе чарăнса тӑрать.

Волонтерсене мӗн кирлипе пуринпе те пулӑшма Радий Хабиров Пушкӑртстанри Промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министерствине хушнӑ. Республика Промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министерствинче активистсене пулӑшма хатӗр предприятисен списокне йӗркеленӗ.

Акӑ ырӑ хыпар. "Амик" компани волонтерсем ыйтнине хирӗҫ чи малтан сасӑ панă. Предпринимательсем маскировка сеткисем тума кирлӗ материалсем туяннӑ та вӗсене Пишпÿлек районӗнчи ӑстасене панӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлек районӗнчи волонтерсен чӗнӗвне республикӑри предпринимательсем хурав панӑ
Пишпÿлек районӗнчи волонтерсен чӗнӗвне республикӑри предпринимательсем хурав панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: