Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
13 Декабрӗн 2023, 06:30

Путин СВОна хутшӑнакансемшӗн приоритетлӑ ӗҫе вырнаçассине ҫирӗплетнӗ

#владимирпутин

Путин СВОна хутшӑнакансемшӗн приоритетлӑ ӗҫе вырнаçассине ҫирӗплетнӗПутин СВОна хутшӑнакансемшӗн приоритетлӑ ӗҫе вырнаçассине ҫирӗплетнӗ
Путин СВОна хутшӑнакансемшӗн приоритетлӑ ӗҫе вырнаçассине ҫирӗплетнӗ

#владимирпутин

Путин СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене приоритетлӑ ӗҫе вырнаҫтарасси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснă.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртекен тата спецоперацие хутшӑнакансен тата вӗсен ҫемйисен членӗсен ӗҫне йӗркеленӗ чухне приоритет паракан саккун ҫине алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа декабрӗн 12-мӗшӗнче официаллӑ право акчӗсен порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Унсӑр пуҫне вӑрттӑн ӗҫлессипе кӗрешмелли мерӑсем вӑйланаҫҫӗ. Ҫав шутра ҫак ыйтӑва татса пама ведомствӑсем хушшинче комисси йӗркеленет.

Ҫавӑн пекех ӗҫсӗрлӗхпе тÿлекен пособисен чи пысӑк виҫине палӑртнӑ — малтанхи виҫӗ уйӑхра тӳлев 12 792 тенкӗ, ҫитес виҫӗ уйӑхра — 5000 тенкӗ пулĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72990/photos/73973

https://iz.ru/1619391/2023-12-12/putin-utverdil-prioritetnoe-trudoustroistvo-dlia-uchastnikov-svo

 

 

Путин СВОна хутшӑнакансемшӗн приоритетлӑ ӗҫе вырнаçассине ҫирӗплетнӗ
Путин СВОна хутшӑнакансемшӗн приоритетлӑ ӗҫе вырнаçассине ҫирӗплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас