Пирӗн Тӑван çӗршыв, Раççей - паттӑр ҫӗршыв. Унӑн нумай ӗмӗрхи историйӗнче вӑрҫӑ ҫулӗсем чылай пулнӑ, хирĕç тăракан тӑшманĕсем нумай пулсан та, пирӗн халӑх хӑйӗн ҫирӗплӗхӗпе паттӑрлӑхне пула ҫирӗп тӑнӑ.
"Дюймовочка" ача сачӗн "Пчёлки" (Йăлпăлакри филиал) тĕрлĕ çулхи ушкăнĕнче Тӑван çӗршыв геройӗсен кунӗ ячӗпе "Тӑван çӗршыв Геройӗн кунӗ" калаҫу ирттернӗ, "Пур-ҫук", "Мӗнле ҫар специальноҫӗсем пулаҫҫӗ?", "Медальсемпе орденсене пух" дидактика вӑййисем, "Каҫӑ", "Чи тӗл перекен", "Кам хӑвӑртрах штаба таврӑнать" хускануллă вăйăсем вылянă.
Геройсем пулса ҫуралмаҫҫӗ, вĕсем тӗрӗслев сехетӗнче пулса тӑраҫҫӗ.
#деньгероевОтечества
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610