

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Пишпÿлек районӗнчи волонтерсем Пишпÿлекри мечĕтре пункт йӗркеленӗ, унта Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене типĕ ҫар душ комплекчӗсем хатӗрлеҫҫӗ.
Типӗ ҫар душӗ — гигиена пуххи, унта пӗр евӗрлӗ алшӑлли тата ятарласа хатӗрленӗ эмел тултарнӑ губка тата икӗ мамăк патакĕ кӗрет. Набор салтаксен гигиенине пулӑшать. Ҫӑвӑнас тесен, боецӑн губка ҫине кӑштах шыв ямалла.
Волонтерсем пин комплект типӗ душ тунă ӗнтӗ, вӗсем часах пирӗн боецсем патне кайӗҫ. Халӗ вӗсем иккӗмӗш партие тума тытӑннă.
Ытларах кунта пенсионерсем. Ӗҫ кунсерен вӗресе тӑрать. Пĕрисем комплектсем пухаççĕ, теприсем кухньӑра пирӗн хӳтӗлевçĕсене ӑсатма баурсак хатӗрлеççĕ. Типӗ душ хатӗрлеме тытӑниччен хӗрарӑмсем пирӗн салтаксем валли килти салма касма пӗрре кӑна мар пухăннă. Кӑмӑллă хӗрарӑмсем ӗҫпе кӑна мар, укçа-тенкĕпе та пулӑшаҫҫӗ.
Типӗ душ тата ытти гуманитари пулӑшӑвне Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан Альфия Рифкатовна Маликова, Марьям Фахриевна Салимова, Лилия Хатымовна Газизова, Фаузия Яхиевна Сулейманова, Лилия Мухаметовна Музафарова, Рашида Мубаряковна Валеева, Расима Аюповна Петрова, Альфия Галимулловна Галяутдинова, Назия Уранбасировна Димеева, Флюра Биктимеровна Валеева, Альмира Явитовна Сафиуллина, Гульзиля Завитовна Шигапова, Рашида Завировна Хисамова, Фания Марсовна Ахмадуллина, Резеда Мударисовна Аглетдинова, Асия Хатимовна Нагимова, Раиля Абубакировна Камаева хутшăнаççĕ. Вӗсем пирӗн районти сÿрĕк мар чунлӑ хӗрарӑмсем - ҫар ҫыннисене пулӑшса пирӗн пӗрлехи Ҫӗнтерӗве ҫывхартаканскерсем.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.