

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем ҫӗнӗ пулӑшу илӗҫ. Халӗ аманнӑ салтаксен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен Мускавра вӗсене пӑхнӑ чухне тӳлевсӗр пурӑнма май пур. Тивӗҫлӗ распоряженине Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров алӑ пуснӑ. Документа республикӑри право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Аса илтеретпӗр, декабрӗн 3-мӗшӗнче Радий Хабиров Мускаври Бурденко ячĕллĕ ҫар госпиталӗнче сипленекен боецсене пырса курнӑ. Республика ертӳҫи пушкӑрт салтакӗсене службӑшӑн тав тунӑ та вӗсене Шаймуратов генерал ячӗллĕ медальсем панӑ.
"Госпитале кайса килнӗ хыҫҫӑн эпĕ Мускавра сывалакан боецсене мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнланса илтӗм. Пирӗн столицӑра Пушкӑртстан представительстви пур. Унта эпир аманнă салтаксен тӑванĕсемпе ҫывӑх ҫынисем хӑйсен хӳтӗлевҫисем патне килнӗ чухне тÿлевсĕр пурӑнма пултарччĕр тесе номер фондне уйӑрса парӑпӑр", - тенӗ Радий Хабиров боецсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.