Маскировка сетки — анлă сарӑлнӑ маскировка, вӑл тӑшмана улталама, ӑна ориентировкӑсӑр хӑварма, позицисене пытарма май парать. Маскировка сеткипе витнӗ окопа квадрокоптер ҫинчен тӑшман курмасть, маскировка сетки айӗнчи танк тӑшманшӑн курӑк пусса илнӗ е юрпа витӗннӗ сӑрт пулса тӑрать. Маскировка сеткисем питӗ нумай ыйтаççĕ. Пӗтӗм Раççей тӑрӑх çынсем хӑйсен ирӗкӗпе маскировка сеткисем яваҫҫӗ. Усак-Кичури вăтам шкулти 6-мĕш класра вӗренекенсем ҫакӑн пек пысӑк ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем маскировка сеткисем валли "эрешменсем" хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене сеткă никӗсӗ ҫумне ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку вӗсене мамӑклӑрах пулма май парать. Сеткисем вара — ҫӑмӑлтарах. Ҫавӑнпа вӗсем ҫил ҫинче чӑн-чӑн ҫулҫӑсем е курӑк пек вӗлкӗшеҫҫӗ. Маскировка сетки тӑвасси тата "эрешменсем" тӑвасси кӑткӑс ӗҫ, унӑн кашни ячейкине ырлӑхпа юрату хутшӑнать, ҫавӑнпа та ун пек хӳтлӗх кирек мӗнле броньран та шанчӑклӑрах. Пулӑшӑр СВОна хутшăнакансене, хутшăнăр пирӗн пата, кашниншӗнех ӗҫ тупӑнӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Усак-Кичури ял модель библиотекин социаллă сетьри страницинчен.