Юлия Васильевна Павлова кукамай çинчен каласа парас тетӗп, вӑл ҫак кунсенче 85 ҫул тултарать. Вӑл манӑн пӗртен-пӗр, тен, çаванпа вӑл маншӑн чи лайӑххи пулӗ.
Кукамай Хушăлка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫемьере асли пулнӑ, ашшӗ-амӑшне виҫӗ йӑмӑкӗпе шăллĕне ӳстерме пулӑшнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче нумай йывӑрлӑхсем витӗр тухнӑ, час-часах хӑйӗн ачалӑхне, вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илет, вӑрҫӑ ачисен ӑрӑвӗнчен вӗт-ха вӑл, тен, ҫавӑнпа та нихăҫан та чун хастарлăхне ҫухатмасть, йывăрлăхсене парӑнмасть. Вӑл виҫӗ ҫулта чухне ашшӗ фронта кайнӑ, килти мӗнпур чӑрмавсем амӑшӗпе кукамай ҫине тиеннӗ. Мӗн пӗчӗкренех ман кукамай ӗҫлеме тата амӑшне пулӑшма вӗренсе ҫитнӗ. Вӑрҫӑ пӗтнӗ вăхăтра вӑл ултӑ ҫулта пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫемьине мӗн тери йывӑр пулнине астӑвать. Ачасемпе вӗсем уйра пучах юлашкисене пуҫтарнӑ, кӗлтесем тунӑ, авӑн ҫапнӑ тырӑ пӗрчисенчен ҫӑнӑх пашалӑвӗ пӗҫернӗ.
Кукамай качча тухнӑ та Пишпÿлеке пурăнма куҫнӑ, вӗсем кукаçейпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, анчах кукаçей ир пурнӑҫран уйрăлнă. Халӗ кукамайӑн ҫичӗ мӑнук тата мӑнукĕсен виҫӗ ачи пур. Вӑл каланӑ тӑрӑх, район Совечӗн депутачӗ нумай ҫул пулнӑ, ҫак хушӑра ӑна Хисеп хучĕсем, Тав ҫырӑвӗсем пӗрре мар панӑ. Вӑл "Ĕҫ ветеранӗ", унӑн ӗҫ стажӗ хӗрӗх ҫул ытла. Халӗ те вӑл ӗҫсӗр лармасть, пысӑках мар хуҫалӑх тытать. Ҫулла вӑл пахчара ӗҫлет, кӑмпапа ҫырла татма ҫӳрет. Хуҫалӑхра яланах мӗн те пулин тӑвать, е чӑлха ҫыхать, е вулать, пире те яланах пулӑшма ӗлкӗрет.
Кукамай маншӑн пурнӑҫ ӑслӑлӑхӗпе тимлӗхӗн тӗслӗхӗ пулса тӑрать. Вӑл яланах: вӑйлӑ пулмалла, йывӑрлӑхсенчен каялла чакмалла мар, тет. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл нумай курнӑ. "Ачасем пиртен илемлӗрех те телейлӗрех пурӑнмалла", - тет кукамай.
Аделина ГАНИЕВА,
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн 3"а" класра вӗренекен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ҫемье архивӗнчен.