Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Общество
4 Кӑрлач 2024, 10:05

Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла

Ситекпуçĕнче пурăнакансен Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна шанчӑк пысӑк.

Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла


Ситекпуçĕнче пурăнакансен Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна шанчӑк пысӑк.
Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас ӗҫе граждансене явӑҫтарасси вырӑнти шайри чи ҫивӗч социаллӑ ыйтусене тӗплӗн тупса палӑртма тата татса пама май парать. Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа республикӑра 2014 ҫултанпа ӗҫлет, ҫав вӑхӑтра вăл халӑх хушшинче хӑй мӗн чухлӗ кирлине тата хастарлӑхне кӑтартă. Вырӑнти пуҫарусене 2023 ҫулта республика бюджетӗнчен пулӑшу памалли Программӑна пурнӑҫлама янӑ сумма 600 млн тенкӗпе танлашнӑ. Республика уйӑракан чи пысӑк сумма - 1 млн 200 пин тенкӗ тата вĕсем çумне вырăнта пурӑнакансемпе спонсорсен укҫи-тенкине хушаççĕ.
Ситекпуç ҫыннисем шкул территорийӗнчи улмуҫҫи садне ҫӗнетесшӗн, ялти ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатасшӑн, "Патриот" парк тӑвасшӑн.
Анкета ирттернĕ çĕре 200 ытла çын хутшăннă, ҫавӑн пекех ял ҫыннисем малтанхи пухура пӗр-пӗринпе тӗл пулнă. Декабрӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ пулнă, унта ял ҫыннисем йышăннă тӑрӑх, Ситекпуç ялӗнчи "Патриот" парк тӗп проектсенчен пӗри пулса тӑнине çирĕплетнĕ. Мӗншӗн парк? Ку проект — пирӗн мăн асаттесене, историе асра тытни, патриотизма, туризма аталантарма ял илӗртӳлӗхне ӳстерме пулӑшӗ. Вӑл Ситекпуç территорийӗнче пытарнӑ тӑванпа тăван вӗлернĕ вӑрҫӑра вилнӗ красноармеецсемпе белогвардеецсене асӑнмалӑх, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнакансене обелиск вырнаҫтарать; ялтан тухнӑ паллӑ ентешсене (сӑмахран, профессор, хими наукисен докторӗ Федоров Тимофей Герасимович, водород бомбине тӑвакан Андрей Сахаров академикпа пӗрле ӗҫленӗскер); ялта иртекен Кĕтерне кӗперӗн авалхи сӑн-сӑпатне йӗркелеме пулӑшӗ. Комплексра тата ҫӑлкуҫ пулӗ, яла килекенсем ҫӑлкуҫ шывне ӗҫме пултарĕç. Кунта хӑнасене тӗлӗнтермелли пур. Роман Тиманкинăн "Клевое место" карп хуҫалӑхĕ, Митрофановсен форель ферми туристсене кӑсӑклантараҫҫӗ. Вӗсем канма, юсанма, ҫутҫанталӑкпа пӗччен пулма пулăшаççĕ.
Пуҫару ушкӑнне 13 ҫынран суйласа илнӗ. Ӗҫ пуҫланнă. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ ҫинче пурне те тӗрӗслесе тӑратпӑр!
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.

 

 

Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Ситекпуç туристсем туртӑнмалли вырӑн пулса тăмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: