Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн ҫӗршывра инфляци шайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫсӗрлӗхпе пособисене индексациленĕ.
Чи пӗчӗк пособи 1500 тенкӗ, чи пысӑкки – 12 792 тенкӗ пулĕ. Уйрӑм предпринимательсемпе харпӑрҫӑсем май килнӗ таран пулӑшу илме пултараҫҫӗ. Халӗ ӗҫсӗррисен учетран тухмасăрах пилĕк куна ҫитиччен ӗҫлеме май килӗ.
Пособисенчен нумайӑшӗ пӗчӗк тупӑшлӑ граждансене ҫеҫ, ҫав шутра банк вклачӗсене хывакансене те параҫҫӗ. Ҫапах та банка хывмалли вкладӑн виҫи регионти пурӑнмалли чи пӗчӗк минимумран вунӑ процентран ытла мар, проценчӗсем вара пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк минимумран ытла пулмалла мар. Ҫак чарусене пӑснӑ пулсан, граждансене пособи памасса пултараççĕ.