Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Кӑрлач , 09:35

Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ

Вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программа пулӑшнипе Хушăлкара пурăнакансем Ҫӗнтерӳ паркне хӑтлӑх кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ

Вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программа пулӑшнипе Хушăлкара пурăнакансем Ҫӗнтерӳ паркне хӑтлӑх кӗртме палӑртаҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче Хушăлка ялӗ палӑрмаллах улшӑнса пырать. Хӑтлӑ вырӑнсем нумайланаççĕ. Хушăлкара пурӑнакансен ял варринчи Ҫӗнтерӳ паркне лайӑхлатас шухӑш ҫуралнă. Пӗр ял историн трагедилле страницисем ҫинчен асӑнса пӗр ӑруран тепӗр ӑрӑва куҫмалла. Пирӗн вӑхӑтра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ геройӗсен несӗлӗсем каллех Украинӑри ҫапӑҫусенче неонацистсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та паян, яланхи пекех, пирӗн геройсене асра тытмалла, патриотизмпа пӗрлӗхе сыхласа хӑвармалла.
Ҫак тӗллевпе ял ҫыннисем Ҫӗнтерӳ паркне йӗркелеме, ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани пама Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа пулӑшнипе тухнӑ.
2023 ҫулхи ноябрӗн 23-мӗшӗнче Хушăлкара пурăнакансем малтанхи пухура ППМИ-2024 хутшӑнассишĕн сасӑланă.
Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Виктор Владимирович Тимофеев Пушкӑрт Республикин территорийӗнче вырӑнти пуҫарусенче никӗсленнӗ общество инфратытӑмне аталантармалли проектсем пурнӑҫланипе паллаштарнă. Проект пӗлтерӗшӗ ҫакӑ: вӑл ҫынсене хӑйсен задачисене татса парас ӗҫе явӑҫтарма пулӑшать. Ытти ыйтусене те хускатнӑ, сӑмахран, урам ҫутине ҫӗнетесси, халӑх пурӑнакан пунктри ҫулсене юсасси.
Май пур пулсан, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, меценатсем пур пулсан, юлашкинчен бюджет пуҫарӑва пулӑшма хатӗр пулсан — мӗншӗн-ха ҫакӑнпа усӑ курмалла мар тата хамăр ялшăн мӗнле те пулин усӑллӑ ӗҫ тӑвас мар тесе —Хушăлкара пурӑнакансем ыйтăва йышӑннă. Ҫавӑнтах пуҫару ушкӑнӗн йышне сӗннӗ, унта авторитетлӑ, активлӑ ҫынсем кӗнӗ. Вӗсем ялта пурӑнакансем.
Старт панă. Ял ҫыннисем анкетӑлас, вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программӑна хутшӑнмалли ыйтӑва сӳтсе явас ӗҫе хастар хутшӑннă.
Кашни эрнере пуҫару ушкӑнӗн ларӑвӗсем иртнĕ, унта Ҫӗнтерӳ паркӗн территорийӗнче мĕнле ӗҫсене йӗркелемелли йӗркене сӳтсе явнă.
2023 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ иртнӗ. Ял тăрĕх пуҫлӑхӗ Виктор Тимофеев вырӑнти пуҫарусенче никӗсленнӗ общество инфратытӑмне аталантармалли проектсен конкурслӑ суйлавне хутшӑнмалли мероприятисем тата Хушăлка ялĕ 2024 ҫулта унта хутшӑнма май пурри ҫинчен каласа панă.
Пӗтӗмӗшле сасӑлав итогӗсем тӑрӑх, вырӑнти пуҫарусенче "Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941-1945 ҫулсенче хутшӑнакансене халалланă Ҫӗнтерӳ паркне юсаса хӑтлӑлатасси" проекта аталантармалли проектсене конкурслӑ суйлава Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗнчи Хушăлка ялӗнче йӗркеленӗ общество инфратытӑмне аталантармалли проектсене пӗр саслӑн тӑратнӑ.
Зоя ТИТОВА,
пуҫару ушкӑнӗн членӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Васильев.

 

Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Геройсене асра тытни пӗлтерӗшлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: