Хомутовкӑра пурӑннă Хирамагомед Омаров Донбаса хӳтӗлесе пуçне хунă.
Дагестанра ҫуралса ӳснӗ, Пушкӑрт ҫӗрӗнче пурӑннӑ, Донбаса хӳтӗлесе вилнӗ. Хомутовкӑра пурӑннă Хирамагомед Омаров ҫынсене ютпа хамăрăннисем çине нихҫан та пайламан. Вӑл пӗр Тӑван çӗршыва, ентешĕсене юратнӑ, яланах пулӑшу кирлӗ ҫӗрте пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑй ирӗкӗпе СВОна тухса кайнă, ҫӗршывшӑн кӑткӑс вӑхӑтра айккинче юлма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарнă.
Хирамагомед Омаров 2008 ҫулта Хомутовкӑна килнӗ, ӑна никам та, нихҫан та ют тесе каламан. Ун чухне вӑл хӗрӗхре те пулман-ха. Хӑйӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗнчен пиншер километр инçере пурӑнни ӑна хӑратман, мӗншӗн тесен вӑл ачаранпах пӗлнӗ: ҫӗр яланах тӑрантать, чи кирли — кахалланмалла мар, ҫынсем вĕсене хисеплесен ырӑпа хуравлаҫҫӗ.
— Магомед килнӗренпе ӗлӗкхи совхоз ферми территорийӗнче пурнӑҫ хускалнă. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, вĕсене валли апат хатӗрленӗ. Хӑйшӗн ҫеҫ мар, ял ҫыннисен пур пуҫарӑвне те хастарлӑ пулӑшса пынӑ, ял ӗҫӗпе пурӑннӑ. Унӑн финанс пулӑшӑвне пула ҫулсеренех Ватӑ çынсен кунне ирттернӗ. Субботниксем те вӑл пулӑшмасӑр иртмен. Вӑл сарлака чунлӑ, ырӑ чӗреллӗ, патриот пулнӑ, уншӑн ют ҫынсен категорийӗнчи йывӑрлӑхсем пулмаҫҫӗ, — каласа панă Хомутовкӑра пурӑнакансем.
Магомед 2023 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнче СВОна тухса кайнă. Вӑл декабрӗн 4-мӗшӗнче вилни ҫинчен трагедиллӗ хыпара ялта пурӑнакан кашни ҫын хӑйӗн хуйхи пек йышӑннă. "Эпир хамӑр ял ҫыннине ҫеҫ ҫухатмарӑмӑр: пирӗншӗн вӑл пирӗн чӗресенче пурӑнакан тӑван ҫын, герой-хÿтĕлевçĕ пулса тӑчӗ, ун ҫинчен эпир, ялти фронтовиксем ҫинчен аса илнĕ пекех, асӑнӑпӑр", — теҫҫӗ Хомутовка çыннисем.
Хирамагомеда, хӑй каланӑ пек, Дагестанра пытарнӑ. Ӑна пӗлекенсем пурте хӑйсен геройӗ передовойра хӑй мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ тесе шутлаççĕ. Унсӑрӑн вӑл ниепле те пултарайман. Вӑл 53 ҫулта пулнӑ.
Любовь УГЛАНОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Хирамагомед Омаровӑн тăванĕсем панӑ.