Январӗн 15-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри "Кӗҫӗн Тӑван çӗршыв — Раҫҫей вӑйӗ" муниципалитетсен пӗрремӗш форумӗ пуҫланнӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ хушнипе ирттереҫҫӗ. Форума Пишпÿлек районӗн делегацийӗ те хутшӑнать. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ:
"Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри "Кӗҫӗн Тӑван çӗршыв — Раҫҫей вӑйӗ" муниципалитетсен форумӗ иртет. Форумӑн тӗллевӗ — ҫӗршыв муниципалитет пӗрлӗхне пӗрлештересси тата Раҫҫейри муниципалитет службин хисепне ӳстересси. Пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршывӑн пур регионӗсенчен те делегацисем хутшӑнаҫҫӗ. Ку вăл 8 пин ҫынна яхăн. Пирĕн Пишпÿлек районĕн делегацине Пишпÿлек, Аит, Пăслăк тата Дема ял совечӗн пуҫлӑхӗсем кĕчĕç. Пурте интереслӗ. Ӗҫлетпӗр тата хамăрăн опыт ҫинчен каласа паратпӑр".
Форумӑн тӗп тӗллевӗ — муниципалитет пӗрлӗхне пӗрлештересси тата Раҫҫейри муниципалитет службин сумне обществӑпа патшалӑха пулӑшмалли пӗрлехи хаклӑхсене тӗпе хурса ӳстересси.
Ӗҫ программи ВДНХ сакӑр павильонӗнче иртет, унта виçĕ панель дискусси, 65 ҫавра сӗтел, 19 лекци, проектсем презентацилесси тата федераци влаҫӗн представителӗсемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Артур Зариповăн соцсечĕ.