#владимирпутин
Владимир Путин Мускаври Гостинӑй Картишӗнчи суйлав штабне ҫитсе курнӑ.
Ӑна Штаб председателӗсем — Табаков Театрӗн художествӑлла ертӳҫи, актер тата режиссер Владимир Машков, Донецк Халӑх Республикин парламенчӗн спикерӗ полковник Артем Жога тата Мускаври 52-мӗш больницӑн тӗп врачĕ Марьяна Лысенко кӗтсе илнĕ.
Машков пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пур документсене те ҫитес эрнере ЦИКа регистрацие яма шутлать.
"Декабрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа алӑ пуснисем пухма пуҫланă, 26 кун хушшинче икӗ миллион 500 пин, ытларах пухнă", - палӑртнӑ вӑл.
Лысенко Путина хӑй черечӗпе штаба алӑ пусма тата пулӑшу пама мар, сӗнӳсем пама шутлакан граждансем килни ҫинчен каласа панă.
Главврач тата ӑна уйӑх вӗҫӗнче шаннӑ ҫынсемпе тӗл пулма ыйтнă, документсене халех список тӑрӑх ҫырса хатӗрлени ҫинчен палăртнă.
Путин хӑй ирӗкӗпе суйлава каять. Саккун тӑрӑх унӑн 300 пинрен кая мар суйлавҫӑсен алӑ пуснисем пулмалла, ҫӗршывӑн кашни субъекчӗ ҫине унӑн территорийӗнче пурӑнакан 7,5 пин ҫынран кая мар алӑ пусмалла. Кандидатăн документсене кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен ЦИКа памалла, ун хыҫҫӑн Центризбирком вӗсене тӗрӗслет те вунӑ кун хушшинче кандидата регистрацилесси е унта кӗме килӗшменни ҫинчен йышӑну йышӑнать.
https://ria.ru/20240117/putin-1921910805.html