Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Кӑрлач , 12:11

Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ

Пурнӑҫра яланах паттӑр ӗҫ тума вырӑн пур — пурте пӗлекен факт.

Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ

Пурнӑҫра яланах паттӑр ӗҫ тума вырӑн пур — пурте пӗлекен факт. Паттӑрлӑхпа çирĕплĕх ҫапӑҫура ҫеҫ мар кӑтартма пулать. Хӑш чухне, чун хавалне пӑхӑнса, ҫын гражданла паттӑр ӗҫ тӑвать. Ҫакна ҫирӗплетни – волонтерсен ирӗклӗ юхӑмӗсем. Сухоречка ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хушшинче хамăр Тӑван çӗршыва тата пирĕн мирлӗ пурнӑҫа хӳтӗлесе тӑракан каччӑсемпе арҫынсен шӑписемпе нушисем ҫине пачах та сÿрĕк пӑхман ҫынсем нумай. Ҫанталӑк пӑсӑккине пӑхмасӑрах Сухоречка ялӗнчи пунктра кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ Украина территорийӗнче иртекен ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тӗлпулу иртнӗ. Тӗлпулӑва ҫар ҫыннисен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗннӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пирӗн геройсем, салтаксем, доброволецсем, этемлӗхӗн пысӑк пахалӑхӗсене кӑтартаҫҫӗ, пире ҫӑлас тесе, хамӑрӑн ачасемпе мӑнукӑмӑрсене мирлӗ тӳпе пултӑр тесе, паттӑррӑн, пӗр-пӗрин ҫумне таянса ҫапӑҫаҫҫӗ. Хутшăнакансем салтаксене питӗ нумай ыйтусем панă, вĕсене пурте интереслентернӗ. Ыйтусем салтаксен йӑли-йӗрки, апат-ҫимӗҫ тата гуманитари пулӑшӑвӗ ҫинчен, вĕсен тумланасси ҫинчен пулнӑ.

Отпуска килнисем Сухоречка ял советӗнчи хӑйсен ылтӑн аллисемпе "Единое сердце" команда хатӗрлекен гуманитари изделийӗсемпе паллашнă. Маскировка сеткисем поселенире пилĕк пунктра туни тата 126 маскировка сетки явни ҫинчен, ку вара 2268 тӑваткал метр пулни ҫинчен калаҫнă. Сеткăсем питӗ кирлӗ СВОра. Эпир пурте вӑрҫӑ операцийӗн малтанхи кунӗнчен пуҫласа "лента" леш енчисемшĕн кулянатпӑр, вӗсене кирек мӗнле вӑйпа та пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Ҫар ҫыннисемпе чей ӗҫнӗ хушӑра вӗсен чи хумхантаракан ыйтăвĕсене сӳтсе явнă, вĕсене мĕнле пулăшма май пуррине тĕпченĕ. Тӗлпулу питӗ ӑшшӑн иртнӗ. Салтаксем гуманитари пулӑшӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсене пурне те чӗререн тав тунă. Паллах, ҫывӑх ҫынсене, пирӗн хаклӑ çар çыннисене ырӑ сӑмахпа хавхалантарасси лайӑх та ырӑ йӑла. Ку вӑл пӗрлехи лайӑх ӗҫӗн черетлӗ тӗслӗхӗ.

#МыВместе
#СвоихНеБросаем
#Волонтеры
#Волонтерыкультуры
#Сухореченскаясельскаябиблиотека
#Бижбулякскийрайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public172383754

 

 

 

 

 

Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Сухоречкăра отпуска килнĕ çар çыннисемпе тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: