Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Кӑрлач , 10:21

Радий Хабиров Донбаса тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтернӗ

Хӑйӗн социаллă сетӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Донецкри трагедие пула тарăн хурланнине пӗлтернӗ.

Радий Хабиров Донбаса тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Донбаса тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтернӗ

Хӑйӗн социаллă сетӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Донецкри трагедие пула тарăн хурланнине пӗлтернӗ.

"Пӗтӗм Пушкӑртстанран тарӑн хурланнине Донецк Халӑх Республикине тата унӑн ертӳҫине Денис Владимирович Пушилина пĕлтеретпĕр. Донецк ҫине черетлӗ пени мирлӗ ҫынсен пурнӑҫне илсе кайнă, аманнисем нумай.

Ҫак этемле мар преступленисене, пурӑнмалли кварталсене пеме хӑрушӑ приказсем паракансене эпир пӗрле ҫӗнтерессе шанатӑп. Усала наказани парӗҫ, Донбасс мирлӗ пурнӑҫ патне таврӑнӗ", - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.

Вырсарникун ирхине, январӗн 21-мӗшӗнче, ВСУ Донецкри Киров районне персе тӑнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 25 аманнă, вӗсем хушшинче икӗ ҫамрӑк ача. Январӗн 22-мӗшӗнче ДНРта траур кунӗ пулнă.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-01-22/radiy-habirov-vyrazil-soboleznovaniya-donbassu-3613312

 

Радий Хабиров Донбаса тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Донбаса тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: