Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
25 Кӑрлач 2024, 10:23

Тӑнӑҫлӑ çывăр, салтак

Районта Петр Вячеславович Петров рядовоя юлашки ҫула ӑсатнă.

Тӑнӑҫлӑ çывăр, салтак
Тӑнӑҫлӑ çывăр, салтак

Районта Петр Вячеславович Петров рядовоя юлашки ҫула ӑсатнă.
Петр Кандракульте нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта тăхăр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче специальность илнӗ. 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Пишпÿлек районӗнчи призыв комиссийĕ ҫар службине чӗнсе илнӗ. Вăл медицина взвочӗн отделени командирӗ пулнă. Петр хӑйне тивӗҫлӗ тыткаланӑ, ӗҫчен пулнӑ, хӑй тӗллӗн ыйтусене татса пама пултарнă, пуçаруллă пулнă , пӗр-пӗрин хушшинче ӑнланулӑхпа шанӑҫ туйӑмӗсене хакланӑ. 2024 ҫулхи январӗн 13-мӗшӗнче ҫар службин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ.
Район администрацийӗн представителӗсем, ҫар комиссариачӗн представителӗсем, запасри воинсем тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе ҫав тери ыратнине тӳсме ҫуккине пĕрле пайланă. Хурлӑх сӑмахӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Данилов, район Совечӗн депутачӗ Сергей Михайлов, Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов, пӗрле служит тунă салтак каланă.
- Петр герой пулман, вӑл темĕнле паттӑр ӗҫ туман. Анчах вӑл ҫав паттӑрла ӗҫсем тума пулăшакан ҫар ҫынни пулнӑ. Вӑл юлашки сывлӑшĕ тухиччен постра службӑра тӑнӑ. Унӑн хӑюлӑхӗ, хӑйне шеллеменни пире хавхалантарать, - тенӗ Петр Петров рядовойăн аслӑ юлташӗ, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене хӗрхеннине палӑртса.
Тӑнӑҫлӑ çывăр, салтак. Йывăр тăпру çăмăл пултăр.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

 

Тӑнӑҫлӑ çывăр, салтак
Тӑнӑҫлӑ çывăр, салтак
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: