Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Нарӑсӑн , 11:57

Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ

Кун ҫинчен район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа панă.

Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ

Февралӗн 9-мӗшӗнче Пишпÿлек районĕ муниципаллă район Совечӗн "отчет сессийӗ" иртнӗ. Кун ҫинчен район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа панă.
- Ҫак пысӑк та мăнаçлă мероприятире яланхи йӑлапа ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр, ҫавӑн пекех малашлӑх тӗллевӗсене лартатпӑр. Ҫапла, 2023 ҫул ансат пулмарĕ. Пирӗн ҫӗршыв тӗл пулнӑ тӗрӗслевсем, паллах, Пишпÿлек районӗшӗн те чӗнӳ пулса тӑчĕç. Ҫапах та, йывӑрлӑхсем пулсан та, эпир ҫаплах ӗҫлетпӗр, социаллӑ обязательствӑсене пурне те пурнӑҫлатпӑр, халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑлататпӑр, малалла ҫирӗппӗн утатпӑр. Ҫӗнтерӳшӗн пӗрлешсе, СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшса, эпир вӑйлӑрах та тачӑрах пулса тӑтӑмӑр. Ку вара чи кирли! Шӑпах ҫакӑн ҫинчен калаҫрӑмӑр та эпир паян.
Сессие килнӗ кашни ҫынпа тӗл пулнӑшӑн савӑнтӑм. Отпускри боецсене уйрӑммӑнах мӑнаҫлӑн наградӑсем патăмăр. Эсир пирӗншӗн чӑн-чӑн геройсем! Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Управленийӗн тӗп советникне Наиль Абелгузина сессие хутшӑннӑшӑн уйрӑм тав тӑватӑп, вӑл килнӗшӗн эпир яланах хавас, - çырать Артур Мухлисович.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
https://svetput.ru/news/novosti/2024-02-09/v-bizhbulyake-sostoyalas-otchetnaya-sessiya-soveta-munitsipalnogo-rayona-3636677

 

 

Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Пишпÿлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: