Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Нарӑсӑн , 11:57

Обходчике кĕтсе илĕр

Февралӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпе, ҫав шутра Пушкӑртстанра та, "ИнформУИК" проект пуçланать.

Обходчике кĕтсе илĕр
Обходчике кĕтсе илĕр

Февралӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпе, ҫав шутра Пушкӑртстанра та, "ИнформУИК" проект пуçланать. Проектăн пуҫаруçи РФ ЦИКĕ пулса тӑнӑ.

2024 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен участокри суйлав комиссийӗн членӗсем, урӑхла каласан, обходчиксем, республикӑри пур хуласемпе районсенче те ҫынсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ ҫинчен пӗлтерме хваттер тата ҫурт-йӗр обхочӗсем иртӗҫ.

Суйлав умӗнхи "ҫырав" тӗллевӗ — регистрациленӗ суйлавҫӑсен списокне тӳрлетесси, мӗнле майпа сасӑлама май пурри ҫинчен каласа парасси, килте сасӑлама заявка йышӑнасси, ыйтусем ҫине хуравласси.

Обходчиксене ҫӑмӑллӑнах палласа илме пулать: кашниех кăвакпа çырнă шурă тӗслӗ манишка-накидка тӑхӑнӗ.

 Хӑйсен ҫумӗнче вĕсен пулать:

кӑвак пир сумка-шопер;

кӑкӑр палли;

участокри суйлав комиссийӗн членӗн удостоверенийӗ, унта обходчикăн ятне, хушаматне тата отчествине çырнă, кӑвак пичетпе пуснӑ тата УИК председателӗ алӑ пуснӑ;

"ИнформУИК" приложени çырнă телефон;

регистрациленӗ кандидатсем ҫинчен информаци лифлечӗпе листовки.

"ИнформУИК" хутшӑнакансем ятарлӑ мобильлĕ приложенипе усӑ курӗҫ, унта анкетировани даннӑйӗсене оперативлӑ ҫырса хурӗҫ. Пурте халӑха ҫырса çÿренĕ чухнехи пекех. Комисси членӗсем анкетӑпа килӗшӳллӗн ыйтусем парӗҫ. Пӗтӗм процесс темиҫе минут йышӑнать, — ăнлантарнă Пушкӑртстанри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн заместителӗ Марат Гадилов. — Обходчиксен ӗҫ вӑхӑтӗнче агитаци тума, информаци пама юрамасть. Республикӑри хисеплӗ ҫынсем, обходчиксене пулӑшма ыйтатпӑр. Эпир пӗрле ӗҫлес шанăçа палӑртатпӑр".

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

https://svetput.ru/news/vybory-2024/2024-02-13/otkroyte-dver-obhodchiku-3641236

 

 

Обходчике кĕтсе илĕр
Обходчике кĕтсе илĕр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: