Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Нарӑсӑн , 10:38

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ

Февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа обходчиксем суйлавҫӑсене адреслă информацилеме пуҫлаҫҫӗ.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ
Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ

Февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа обходчиксем суйлавҫӑсене адреслă информацилеме пуҫлаҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавне 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшне палӑртнӑ. Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх суйлавҫӑсене меллӗ пултӑр тесе сасӑлав виҫӗ кун иртет: мартăн 15, 16, 17-мӗшӗсенче. Пулас суйлав ҫинчен — Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗ муниципалллă районӗн территори комиссийӗн председателӗпе Ильдар Рахимович СИТДИКОВПА калаҫатпăр.
— Ильдар Рахимович, Раҫҫей Президенчӗн пулас суйлавне хатӗрленесси мӗнле пырать?
— Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ — кӑҫалхи тĕп политика пулӑмӗ. Пирӗн ҫак суйлава ҫӳллӗ шайра ирттермелле. Территорипе участокри суйлав комиссийӗн членӗсем суйлавччен чылай малтан хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ, ку вӑрӑма тӑсӑлакан, кӑткӑс процесс. Районта участокри 39 суйлав комиссийӗ ӗҫлет. Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче граждансене пӗлтермелли ҫӗнӗ системӑпа усӑ курӗҫ. Граждансене федераллĕ проекчӗ тӑрӑх "ИнформУИК" адрессем тăрăх информацилес тӗлӗшпе пысӑк хатӗрленӳ ӗҫӗсем ирттернӗ. Ку суйлавҫӑсене суйлав участокӗн составне кӗрекен хуҫалӑх обхочӗн хваттерлӗ (кил-çуртлă) меслечӗпе суйлавҫӑсене уйрӑм адреслӑ информацилени тата пӗлтерни. Территорири суйлав участокри суйлав комиссийӗсен членӗсенчен 114 ҫынпа пӗрле координаторсемпе обходчиксене уйӑрса лартнӑ. Вӗсем пурте сертификатсем илме вӗрентӳпе тестировани витӗр тухнă.
— Обходчиксем суйлавҫӑсене ҫитес суйлавсем ҫинчен хӑҫан пӗлтерме пуҫлӗҫ?
— Адрес тăрăх информацилесси 2024 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртет. Обходчиксем суйлавҫӑсене сасӑлав кунӗсемпе вӑхӑчӗ ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, участокӑн адресне кӑтартӗҫ, хӑй вырӑнӗнче сасӑлав пирки ӑҫта тата мӗнле заявлени пама май пуррине ӑнлантарса парӗҫ, ҫавӑн пекех кил-ҫуртра сасӑлав ҫинчен заявка йышӑнма пултарӗҫ. Районта пурӑнакансене обходчиксен ӗҫне ӑнланса йышăнма чӗнсе калатăп.
Обходчиксене кӑкӑр ҫинчи ятарлӑ атрибутика, ҫавӑн пекех брендлă накидкӑпа сумка тӑрӑх пӗлме пулать. Суйлавҫӑ ыйтнипе обходчик участокри суйлав комиссийӗн членĕн удостоверенине кӑтартать.
— Ильдар Рахимович, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗнче сасӑлав меслечӗсем ҫинчен аса илтерӗр.
— Патшалӑх пуҫлӑхӗшӗн пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен суйлав участокӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа каçхи 20 сехетчен сасӑлама пулать. Сасӑлав кунӗсенче участока пыма май ҫук суйлавҫӑсем (сывлӑх шайĕ пирки) килӗнче сасӑлама пултараҫҫӗ. Ҫакна тума пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 14 сехетчен участокри суйлав комиссине е Госуслуги урлă заявлени памалла. Ҫавӑн пекех Раҫҫей чиккисенче кирек мӗнле майлӑ суйлав участокӗнче те сасӑлама май паракан "Мобильлӗ суйлавҫӑ" механизмпа хӑвӑр, телефонпа е ыйтӑва виҫҫӗмӗш ҫын урлӑ пама юрать. Январӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявлени йышӑнмалли кашни пунктра: МФЦ, территори суйлав комиссийӗ е "Госуслуги" порталӗ урлӑ заявлени пама пулать. 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа - кирек мӗнле участокри суйлав комиссийӗнче те заявлени пама юрать.
— Суйлавҫӑсене мӗн каласшӑн эсир?
— Меллĕ самантпа усӑ курса, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ панӑ суйлав правипе активлӑ усӑ курма чӗнетӗп. Пирӗн малашлӑх, пирӗн ачасен тата пӗтӗм ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ хамӑр суйлавран килет. Участоксене пырӑр та хӑвӑр суйласа илӗр.
Ирина ФОМИНА калаҫнă.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

 

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ
Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: