Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Нарӑсӑн , 11:58

Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă

Пирӗн боецсем чӑнлӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ, Ҫӗнтерӳ пирте пулать!

Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă
Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă

Паян Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуçне хунисен палӑкӗ патӗнче Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг иртнӗ. Митинга администраци сотрудникӗсем, организацисемпе учрежденисен ертӳҫисем, общество организацийӗсен представителӗсем, "Ҫамрӑк Гварди", "ЕДИНАЯ РОССИЯ" парти представителӗсем, юнармеецсем хутшӑннӑ.
Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин, район ветеранӗсен канашӗн председателӗ Рафаэль Ибраев мероприятие хутшӑнакансене Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе саламланă. Тухса калакансем ҫак уяв пире Тӑван çӗршыва юратнипе пӗрлештернине палӑртнă. Ҫак кун эпир хамӑрӑн Тӑван çӗршыв хуралӗнче тӑнӑ геройсемпе мăнаçланатпӑр. Пирӗн ачасемпе мухтанатпӑр, вӗсем паян нумай ҫул каялла, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи пекех, пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлеме паттӑррӑн тӑраҫҫӗ. Эпир малти ретре те, кунта та, тылра та, хамӑрӑн боецсене гуманитари пулӑшӑвӗ парса, ҫӗнтерĕве туптатпӑр. Пирӗн боецсем чӑнлӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ, Ҫӗнтерӳ пирте пулать!

Митинга хутшӑнакансем хӑмар ҫӗршывăн ирӗклӗхӗшӗн пуçне хунă салтаксене халалласа пӗр минут шăп тӑнă, палӑк умне чечексем хунă.

Ирина ФОМИНА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ирина Фомина.

 

 

 

Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă
Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă
Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă
Пишпÿлекре Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе митинг пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: