#владимирпутин
Эрнекун, февралӗн 23-мӗшӗнче, Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Владимир Путин видеочĕнĕвӗпе тухса каланă, уява хутшӑнакансене пурне те тав тунă.
"Хисеплӗ юлташсем, тусӑмсем! Ветерансене, личнăй составне, Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен гражданла персоналне, çар службине иртнисене пурне те Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе саламлатӑп. Ҫак уяв — Раҫҫейре чи хисеплисенчен пӗри. Вӑл тахҫанах халӑхăн пулса тӑнӑ, кашни хулара е ялта пур коллективра та, ҫемьесенче те яланах анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ", — пуҫланă хӑйӗн сӑмахне Раҫҫей лидерӗ.
Вӑл ҫӗршыв ҫарпа флотпа мăнаçланнине, хаяр ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ, ҫавӑн пекех ҫар ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшне ӑнланнине, Тӑван çӗршывшӑн тӑракансене, унӑн интересӗсене, граждансен хӑрушсӑрлӑхне, суверенитетпа никама пӑхӑнманлӑха хӳтӗлекенсене пурне те хисепленине палӑртнă.
"Хаклӑ тусӑмсем, ҫӗршыв, Раҫҫей гражданӗсем пурте хӑйсен хӳтӗлевҫисен вӑйне тата шанчӑкне ӗненеҫҫӗ, эсир яланах постра, тӑван ҫӗршыв интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче тӑнине пӗлеҫҫӗ. Сире ҫирӗп сывлӑх тата Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп. Паллах ӗнтӗ, сирӗн ҫемьесене, сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене, сире юратакансене, кӗтекенсене, сирӗншӗн пурнӑҫра та, службӑра та шанчӑклӑ тӗрек пулса тӑракансене чи ӑшӑ саламсем. Уяв ячӗпе сире!"—пӗтӗмлетнӗ РФ Президенчӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://iz.ru/1654660/2024-02-23/vladimir-putin-pozdravil-rossiian-s-dnem-zashchitnika-otechestva