#владимирпутин
Владимир Путин Шуршăл ялӗнчи А.Г. Николаев космонавт музейӗнче регионсем хушшинчи центр йӗркелесси ҫинчен Чӑваш Республикин влаҫӗсен сӗнӗвне ырланӑ. Кун пирки февралӗн 22-мӗшӗнче республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей лидерӗпе тӗл пулнӑ чухне паллӑ пулнă.
"Унта регионсем хушшинчи музейпе вӗренӳ центрӗ тӑвас килет. <...> Пирӗн проектпа смета докуменчӗсем пур, эпир Культура министерствипе малтан сӳтсе яврӑмӑр. Кунта эсир пулӑшас пулсан, эпир ӑна пайсемпе пурнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр", - тенӗ Николаев.
Владимир Путин регионти влаҫсен шухӑшне ырланӑ, ӑна "воспитани енӗпе питӗ тӗрӗс ӗҫ" тенӗ.
"Ну, пӗтӗмӗшпе илсен, пирӗн хамӑр ҫитӗнӳсене яланах асра тытмалла, пирӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пулччӑр", ― тесе каланӑ патшалăх Пуҫлӑхӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73528/videos
https://iz.ru/1654665/2024-02-23/putin-podderzhal-ideiu-o-sozdanii-mezhregionalnogo-tcentra-v-chuvashii