Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ Йăлпăлак ялӗнче пурӑнакансем мухтав ярӑмӗ тата чӗрӗ чечексем обелиск патне хунӑ. Ҫапӑҫу хирӗсенче пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе пуçне хунă салтаксене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса чысланă. Ача сачĕн воспитанникĕсем салтаксем ҫинчен юрă юрласа панă. Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов пухӑннисем умӗнче саламлӑ сӑмах тухса каланă.
- Ял тӑрӑхӗн хаклӑ ҫыннисем! Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗ – паттӑрлӑха, çирĕплĕхе тата тивӗҫлӗхе кӑтартакан уяв ячӗпе чӗререн саламлатӑп.
Эпир паян хамӑрӑн ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакансене тата ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхӗпе территори тӗрӗслӗхне хӳтӗлекенсене чыслатпӑр. Хамӑрӑн ирӗклӗхпе никама пӑхӑнманлӑха хӳтӗлесе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсене тав тӑватпӑр.
Ҫак кун чӑн – чӑн арҫынсене - тӳрӗ, вӑйлӑ, хӑюллӑ, ҫемьешӗн ҫеҫ мар, хӑйӗн ӗҫӗшӗн те, пӗчӗк те пысӑк Тӑван çӗршывшӑн та явап тытма хатӗр тӑракан арҫынсене пӗрлештерет. Ҫирӗп сывлӑх, телей, тăнăçлӑх тата ырлӑх сунатӑр.
Сăнукерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh