Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
2 Мартӑн 2024, 03:59

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвне комментари панă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвӗ – аталану ҫырӑвӗ тесе шутлать.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвне комментари панăПушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвне комментари панă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвне комментари панă


Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвӗ – аталану ҫырӑвӗ тесе шутлать.
"Апла пулин те, пирӗн ҫӗршыв аталанать, малалла пырать. Ку социаллӑ ҫыру. Ӑна ҫынсем лайӑхрах пурӑнччӑр тесе тунӑ. Ку чи кирли. Ҫӗнӗ наци проекчӗсем - "Ҫемье", "Ҫамрӑксем", "Кадрсем", "Наципе технологи проекчӗсем" йĕркеленеççĕ. Вӗсем пурте ҫынсен пурнӑҫӗ лайӑхрах пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах Президентӑн кашни сӗнӗвне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ, ҫакӑ вӗсене активлӑ та уҫӑмлӑ пурнӑҫлама май парать.
Уйрӑмлӑхсем ҫинчен калас пулсан - сывлӑх сыхлавне, шкулсене, аслӑ шкулсене ҫӗнетмелли программӑсем пур. Эпир тахҫанах ача сачӗсен кивӗ ҫурчӗсенче, студентсен общежитийӗсенче, шкулсемпе колледжсенче, вӗренӳ корпусӗсенче йӗрке тума ыйтнӑччӗ", - палӑртнă Радий Хабиров.
Республика Пуҫлӑхӗ регионсене инвестицисене явӑҫтармалли промышленноҫпа мотивацие пулӑшмалли мерӑсене пысӑклатни пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать.
"Халӗ регионти командӑсен задачи - ҫак программӑсемпе усӑ курасси. Пире регионта инвестици калӑпӑшне кашни хут ӳстермешкӗн питӗ хытӑ параметрсем тата питӗ пысӑк процентсем лартрӗҫ. Ӗҫлӗпӗр. Çĕкленÿллĕ кӑмӑл-туйӑмпа киле каятпӑр", - пӗтӗмлетнӗ Радий Хабиров.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2024-02-29/radiy-habirov-oboznachil-samye-vazhnye-momenty-poslaniya-prezidenta-rossii-3663925

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвне комментари панă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн ҫырӑвне комментари панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас