Пишпÿлек районӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă СВОна хутшăнакансене ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытаҫҫӗ. 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçи кунĕ умӗн, районта икӗ ҫӗнӗ мемориаллă плита уçнă. Кунаккăл ялӗнче вырӑнти шкул ҫуртӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă Вадим Ильмурзина асӑну хӑми уҫнă.
Вадим Ильмурзин Кунаккăл ялӗнчи шкулта 1-мĕш класран пуçласа 11-мӗш класс таран 1997-2008 ҫулсенче вӗреннӗ. Хăма Вадимӑн ҫар паттӑрлӑхӗ ҫинчен ял ҫыннисене аса илтерĕ. Ильмурзина вилнĕ хыççăн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Ҫав кунах Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул ҫурчĕ çинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Семен Николаева мемориаллă плита уҫнă. Семен Николаев Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта 1-мĕш класран пуçласа 11-мӗш класс таран вӗреннӗ, 2000 ҫулта шкултан вӗренсе тухнӑ.
Истори учителӗ Елена Ивановна Андреева аса илет:
— Питӗ шел, эпир хамӑрӑн чи лайӑх вӗренсе тухакансенчен пӗрне ҫухатрӑмӑр. Семен яланах лайӑх, виҫҫӗ паллӑсемсĕр вӗренетчĕ, историе лайӑх пӗлетчĕ. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Питӗ яваплӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл, пире вӗрентекенсене те, пирӗн шкула та асӑрхамасӑр хӑвармастчӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.