Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Мартӑн , 09:35

Ырӑлӑх тӗнчене ҫӑлса хӑварать

Ситекри Наталия Ивановна Клишина ялти волонтер юхӑмӗнче чи активли.

Ырӑлӑх тӗнчене ҫӑлса хӑварать
Ырӑлӑх тӗнчене ҫӑлса хӑварать

Ситекри Наталия Ивановна Клишина ялти волонтер юхӑмӗнче чи активли.
Ырӑ кӑмӑл уйрӑм ҫынна та, пӗтӗм обществӑна та улӑштарма пултарать. Вӑл уйрӑмлӑха чакарма, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. "Ырӑ" сӑмах пирӗншӗн, Ситек ялĕн ҫыннисемшӗн, Наталия Ивановна Клишинӑпа танлашать. Вӑл волонтер юхӑмӗнче чи активли, ялта "Ситек фронт валли" ушкӑна йĕркеленӗ.
Унӑн чунӗн пахалӑхӗ пире пӗтӗҫтерчӗ, волонтерсен усӑллӑ ӗҫӗн шанчӑкне ҫирӗплетрӗ. Вӑл пулӑшнипе пирӗн пӗчӗк пулӑшу фронтри салтаксене питӗ кирлӗ пулнине, эпир тӑрӑшни вӑрҫа пӗтерме пулăшнине ҫирӗплетрӗ.
Наталия Ивановна 1959 ҫулта механизаторпа культработник ҫемйинче Ситек ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫченлĕх тата интеллигентлӑх унӑн, паллах, ашшӗ-амӑшӗнчен. Вӑл хӑйӗн организаторла пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерет, кирек мӗнле ӗҫе те яваплӑ, хастарлӑхпа тата пултарулӑхпа тăвать. Унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене, маскировка сеткисем ҫыхакансене, ывӑна пӗлмен ӗҫченсене салтак пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе мухтас килет. Наталия Ивановна вӗсене юратса "манӑн эрешменсем" тесе чӗнет. Паянхи куна вӗсем 70 сеткă ытла ҫыхнă, ҫичӗ маскировка халачӗсем туса хатӗрленĕ. Лента хыҫҫӑн лента явса, вӗсем кашни салтак пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма кӗлтӑваҫҫӗ.
Сеткăсемсĕр пуҫне, Наталия Ивановнан ытти ӗҫсем те нумай, хӑйӗн килти хуҫалӑхне, ҫемйине шута илмесӗр, вӑл фронта тата госпитале посылкӑсем хатӗрлеме тата яма ӗлкӗрет; окоп ҫуртисене шӑратса сыпас ӗҫе организацилеме; "хамӑр ҫын — ют ҫын" ҫыххине ҫӗленине сӑнаса тӑма; фронт нушисем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарассине ӑнӑҫлӑ йӗркелеме ĕлкĕрет …
Акӑ хӑш-пӗр хыпарсем, вӑл хӑйӗн "Ситек фронт валли" ушкӑнӗнче яракан йыхравсем: "Ырӑ ир пултӑр! Паян эпир яватпăр. Кӑмӑл тӑвакансем килӗр, ан вӑтанӑр. Пурин валли те ӗҫ тупӑнӗ. Ырӑ тума васкӑр, вӑл сирӗн пата таврӑнатех". "Тавтапуҫ пирӗн ал ӑстисене хамӑрӑн аманнӑ салтаксем валли "нускисем" çыхнăшăн. Хӗрсем, эсир маттур, пур ҫӗрте те ӗлкӗретӗр, явма та, çыхма та... Сывлӑх сире!». Ун пек сӑмахсенчен ӑшӑ, шанчăк персе тăрать.
Пӗтӗм халӑх ятĕнчен пирӗн Наталия Ивановнана ырӑ чӗрешӗн тав тӑватпӑр, " ТАВТАПУҪ!». Сире, сирӗн ҫемьене тата сирӗн туслӑ бригадӑри эрешменсене сывлӑх сунатпăр. Ҫӗнтерӳ пирте пулать.
Ситек ялĕн ҫыннисем.

 

Ырӑлӑх тӗнчене ҫӑлса хӑварать
Ырӑлӑх тӗнчене ҫӑлса хӑварать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: