Техника ведомствӑн уйрӑм составĕ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пурнӑҫлама палӑртнӑ.
Ҫак кунсенче Мускавра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Федерацин наци гвардийӗн ҫарӗсен службин директорӗпе —ҫарсен главнокомандующийӗпе Виктор Золотовпа тӗл пулнӑ. Мероприяти шайӗнче регион пуҫлӑхӗ "Витязь" УРАЛ 18 ҫӗнӗ броньланӑ автомобиль ҫине сертификат ведомствин ертӳҫине панӑ. Техника Росгварди сотрудникӗсене СВО зонинче задачӑсене пурнӑҫлама палӑртнӑ.
Виктор Золотов Пушкӑртстан ертӳҫисене пулӑшнӑшӑн тав тунă, ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансене наци гвардийӗн ҫарӗсен подразделенийӗсен ҫапӑҫури пултарулӑхне ӳстерессишӗн пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă.