Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
15 Мартӑн 2024, 05:02

Путин аслӑ ӑру ҫӗршыв ҫирӗплӗхне тата унӑн экономикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă

#владимирпутин

Путин аслӑ ӑру ҫӗршыв ҫирӗплӗхне тата унӑн экономикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнăПутин аслӑ ӑру ҫӗршыв ҫирӗплӗхне тата унӑн экономикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă
Путин аслӑ ӑру ҫӗршыв ҫирӗплӗхне тата унӑн экономикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă

#владимирпутин
Раҫҫейӗн аслӑ ӑру патшалӑх тата ҫӗршыв экономикин ҫирӗплӗхне пысӑк тӳпе хывнине манмалла мар. Кун пирки пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Владимир Путин "Россия 1" Дмитрий Киселев журналиста тата "Новости РИА" валли интервьюра пӗлтернӗ.
"Аслӑ ӑру ҫыннисем вӗсем паян пирӗн ҫирӗп, чăтăмлă патшалӑх тата экономика ҫителӗклӗхĕ. <...> Эпир аслӑ ӑрӑвӑн мухтавлӑ ӗҫӗсене нихҫан та манмалла мар. Ҫакна яланах асра тытмалла тата вӗсен пурлӑхне тивӗҫтермелле", - тенӗ РФ Пуҫлӑхӗ.
Ҫавӑн пекех Раҫҫей экономики 1990-мӗш ҫулсенчи кӑткӑслӑхсем хыҫҫӑн, ҫав шутра ҫак ӑрури ҫынсен ӗҫне пула юсанма пултарнине палӑртнӑ.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ ытти сăмахсемпе пĕрле РФ экономики малалла аталанасса, наукӑпа техникӑн хальхи ҫитӗнӗвӗсем ҫинче тата та технологиллӗ тата никӗслӗрех пуласса шанать.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73621/photos/75362
https://iz.ru/1664625/2024-03-13/putin-otmetil-vklad-starshego-pokoleniia-v-ustoichivost-strany-i-ee-ekonomiku

 

 

 

 

 

Путин аслӑ ӑру ҫӗршыв ҫирӗплӗхне тата унӑн экономикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă
Путин аслӑ ӑру ҫӗршыв ҫирӗплӗхне тата унӑн экономикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас